АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛТАЛĂК ПУÇЛАННĂ ЯТПА

22 января 2010 г.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн аслă та çутă залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Учительсен çулталăкне уçрĕç. Унта районти шкулсенче вĕрентекенсен ушкăнĕсем, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕсене тивĕç пулнисем, Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсем, вĕренÿ отличникĕсем, педагогика ветеранĕсем, учительсен районти тата республикăри тĕрлĕ конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăннисем хутшăнчĕç.

Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл район администрацийĕ нацин приоритетлă "Вĕрентÿ" программине пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каласа пачĕ. Учитель ĕçĕ хисепе тата тав сăмахĕсене чăннипех тивĕçлĕ. Кашнин чунĕнче пирĕншĕн хаклă та юратнă çын – вĕрентекен сăнарĕ ĕмĕрлĕхех упранать. Ăна эпир ăсĕшĕн, ыр кăмăллăхĕшĕн тата чăтăмлăхĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Пирĕн çĕршывра аслă вĕренÿ заведенийĕсем виçĕ пин ытла. Вĕсен хисепне вунă хута яхăн чакарма пултараççĕ. Вăтам шкул пĕтерекенсен йышĕ çулсерен пĕчĕкленсе пырать. Çак сăлтава пула пĕр-ик çул хыççăн вĕренме кĕрекенсем çитменнипе ку е вăл институт хупăнма пултарать. Çавăнпа та учительсен вăтам пĕлÿ илекен çамрăксене патшалăхăн сумлă аслă шкулĕсен студенчĕсем пулма хатĕрлемелле. Владислав Васильевич педагогика ĕçне чунĕпе парăннă вĕрентÿçĕсен ячĕсене палăртса хăварчĕ.

"Пирĕн çĕнĕ шкул" пуçарулăха пурнăçа кĕртессинче малта тăракан ĕç вăл – аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă çамрăк специалистсене, шкулта ĕçлеме кăмăл тăвакансене укçа-тенкĕ парса пулăшасси. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен икĕ вĕренÿ çулĕ валли пĕр пин грант уйăрма планланă. Проекта федерацин субъекчĕсемпе пĕрле пăхса тухса пурнăçа кĕртĕç. Çывăх вăхăтра çакăн пек специалистсем мĕн чухлĕ кирлине тата вĕсене грантсем памалли механизмсене палăртĕç.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев Учительсен çулталăкĕнче тумалли ĕçсем, задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – ачасен пĕлĕвĕн пахалăхне ÿстересси, вĕсене профильлĕ пĕлÿ парас ĕçе лайăхлатасси. Юрий Серафимович пĕрлĕхлĕ патшалăх экза-мĕнĕсем тытассинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Зала пухăннă ĕçтешĕсене ăнăçу, телей, çĕршыва юрăхлă çынсем вĕрентсе хатĕрлеме çирĕп сывлăх сунчĕ.

Учительсен çулталăкĕ ячĕпе çавăн пекех вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ С.Васильева, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ Н.Никитина, вăрçă тата педагогика ветеранĕ, Шăхасанта пурăнакан А.Смирнов саламларĕç.

Вĕренÿре, пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕç пулнисен пысăк йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Шăхасан вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне В.Изратовăна, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Антоновăна, Вырăскас Пикших, Шуркасси, Энтрияль вăтам шкулĕсенче вĕренекен А.Дмитриевăна, О.Игнатьевăна, А.Николаева çак чыса тивĕç пулнă ятпа сцена çине кăларса саламларĕç. Вĕсен хушшинче Катек шкулĕн воспитанникĕ Н.Осипов та пулмаллаччĕ. Коля хими предмечĕпе иртекен олимпиадăна кайнă пирки паянхи уява килеймен. Президент стипендиачĕсен ячĕпе О.Игнатьева калаçрĕ, курăмлă çитĕнÿсем тума пулăшнă çынсене чун-чĕререн тав турĕ.

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче республикăри "Чапĕ çухалман профессисем хушшинче" учитель династийĕсен конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Карăклăри Ивановсен (Гавриловсен), Ивановсен (Петровсен), Шăхасанти Капитоновсен (Смирновсен), Вăтапуçĕнчи Тихоновсен (Дубровинсен), Вăрăмпуçĕнчи Ивановсен (Тумашкинсен), Ямашри Михайловсен (Даниловсен), Михайловсен (Мальцевсен), Вăрман Енĕшри Герасимовсен (Алексеевсен), Вăтакас Татмăшри Дмитриевсен (Андреевсен), Шаккăлти Васильевсен, Катекри Германовсен, Янкăлчри Феофановсен, Вырăскас Пикшихри Ефимовсен, Ухманти Борисовсен династийĕсен представителĕсене сцена çине кăларчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев тата унăн çумĕ С.Иванова вĕсене профессине чунĕпе парăннăшăн тата конкурса активлă хутшăннăшăн сертификатсем пачĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвне халăх патне çитерчĕç. Çĕнтерÿçĕ – Шăхасанти Капитоновсен (Смирновсен) династийĕ. Иккĕмĕш вырăна Катекри Германовсен, виççĕмĕшне Шакккăлти Васильевсен тата Ухманти Борисовсен династийĕсем йышăнчĕç. Карăклăри Ивановсен (Гавриловсен), Ямашри Михайловсен (Даниловсен) тата Вăтакас Татмăшри Дмитриевсен (Андреевсен) династийĕсем хавхалантару призĕсене тивĕçрĕç. Династисен представителĕсен ячĕпе Шăхасан вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Н.Капитонова тав сăмахĕ каларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Уçырма тата Янкăлч вăтам шкулĕсен вĕрентекенĕсене З. Ивановăпа В.Сергеевăна район администрацийĕн грамотисемпе наградăларĕ. Вăл учительсене çакăн пек ырă хыпар пĕлтерчĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Ивановпа К. Мифтахутдинов районти чи лайăх 5 учитель валли 5 грант пама йышăну тунă. Кашни депутат 25 пин тенкĕ уйăрать. Çак премине илме тăратмалли йĕркене йышăнса çирĕплетесси кăна юлнă.

Вăтапуç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Абрамова, Уçырма вăтам шкулĕнче истори вĕрентекен Н.Самойлова хăйсен воспитанникĕсемпе Пĕтĕм Раççейри аслă классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ "Çын историнче. Раççей - XX ĕмĕр" конкурса хутшăннă. Конкурса тăратнă материалĕсенче асаттесемпе аттесен йăлисене ывăлĕсемпе мăнукĕсем мĕнле тытса пынине çутатса панă. "Мемориал" общество Тамара Федоровнăпа Наталия Валерьевнăна Тав хучĕ парса хавхалантарнă.

Мероприятине Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем С.Петровпа К.Егорова ертсе пычĕç. "Мехел" ачасен пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн лауреачĕ А.Сергеева, С.Петров çамрăк юрăç, Уçырма вăтам шкулĕнчи вокал ансамблĕ, Шăхасан шкулĕн учителĕсен хорĕ, музыка учителĕ А.Белков хитре юрăсемпе, Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсен класĕнче вĕренекенсем - республикăри Георгиевски балăн призерĕсем илемлĕ вальспа савăнтарчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика