22 января 2010 г.
Районти ачасен пултарулăхĕн "Раштав сасси" конкурс-фестивальне пĕтĕмлетрĕç. Ăна ачасене, çамрăксене ăс-хакăлпа йĕрке-тирпей воспитанийĕ парас, вĕсене Тăван çĕршывăн культурипе историйĕн пуянлăхĕпе интереслентерссине ÿстерес, Православи йăли-йĕркине юратма вĕрентес тата пултаруллă ачасене аталанма пулăшас тĕллевпе пуçарнă. Ачасем умĕнче Канашри Никольски чиркĕвĕн иерейĕ Александр атте калаçнă. Вăл пухăннисене Раштав ячĕпе саламланă.
Илемлĕх пултарулăхĕнче (ÿкерÿпе живопись) хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Шăхасанти "Хĕлхем" ача садне çÿрекен Даша Герасимова, Уçырма, Шаккăл тата Карăклă шкулĕсенче вĕренекен Настя Васильева, Вова Антонов, Дина Григорьева çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Саша Егорова (Шăхасан), Аня Терентьева (Уçырма), Галя Сильвестрова (Вăрăмпуç), Оля Вазинге (Сиккасси) йышăннă, виççĕмĕшне – Егор Патшинпа Костя Кузнецов (Мăкăрти ача сачĕ), Вика Александрова (Уçырма), Вера Ермакова (Сухайкасси), Саша Ветчанина (Шăхасан), Сережа Сильвестров (Вăрăмпуç).
Литература пултарулăхĕнче (Раштав темипе прозăллă сăвă çырса) Катек вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Саша Смолов мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Сухайкасси шкулĕн воспитанникĕсем Лена Александровăпа Катя Андриянова, виççĕмĕшĕнче – Наташа Егорова (Сухайкасси) тата Марина Миронова (Энтрияль).
"Декоративпа прикладнăй искусство" номинацире Наташа Владимирова (Хучел шкулĕ), Артем Николаев (Шăхасан), А.Якимова (Шаккăл), Катек вăтам шкулĕнче 4 тата 7 классенче ăс пухакансем палăрнă. Чи лайăх юрлакансем – пĕр тăван Аньăпа Наташа Партемсем (Шăхасан шкулĕ), Оля Николаева, Лариса Алексеева, Настя Маркова, Марина Григорьева, Кристина Гаврилова (Уçырма), Катя Егорова (Çĕнĕ Аччари ача сачĕ), Ира Георгиева (Тури Юнтапари ача сачĕ).
Вырăскас Пикших, Вăрăмпуç, Уçырма, Сиккасси шкулĕсен çамрăк артисчĕсем сцена çинче пĕчĕк спектакльсем кăтартса малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Катек ачисем литмонтаж лартассипе ăста пулчĕç.
В.АЧЧА.