АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ИНКЕКПЕ АН ВĔÇЛЕНТĔР

25 декабря 2009 г.

Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарнă май синкер пулăмсен шучĕ ÿсес хăрушлăх пысăкланать. Уяв елкине çирĕп вырнаçтарманнипе, пиротехника хатĕрĕпе, электрогирляндăпа пĕли-пĕлми усă курнипе пушарсем тухаççĕ, çынсем аманаççĕ. Ачасем те, çитĕннисем те пĕр пек инкек тÿсеççĕ. Пиротехника хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе хăшĕ-пĕри аллисене, пит-куçне пиçтерсе ярать, сусăрланса юлать.

Инкек-синкек сирĕн килтен айккинчен пăрăнса ирттĕр тесен çак йывăрах мар правилăсене пăхăнмалла:

- чăрăша çирĕп вырнаçтармалла;

- елкăна хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, çуртапа, хутпа капăрлатма юрамасть;

- елкăна хутса ăшăтмалли система, эвакуаци алăкĕсем çывăхне вырнаçтармалла мар;

- бенгал çуртисене, пиротехника хатĕрĕсене пÿлĕмре çутма юрамасть;

- розеткăна чикнĕ электроприборсене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть;

- заводра туса хатĕрленĕ электрогирляндăпа тата вĕсем пĕтĕмпех юсавлă пулсан кăна усă курма юрать;

- пушар тухрĕ пулсан çийĕнчех 01 е 2-13-37, 112 (кĕсье телефонĕпе) номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр;

- çынсене эвакуацилеме тата пушара алă айĕнчи хатĕр-семпе сÿнтерме мерăсем йышăнăр;

- килсе çитнĕ пушарнăйсен подразделенине пушар вырăнне кăтартмалла.

Енчен те эсир уявра пиротехника хатĕрĕпе усă курасах тетĕр пулсан çакна ан манăр:

- пиротехникăпа пÿртре ан усă курăр;

- фейерверка чÿречерен, форточкăран е балконран ан ярăр;

- петардăсене пÿрт чÿречинчен, пурăнмалли çуртсен подъезчĕсене ан пăрахăр, çын нумай пуçтарăннă вырăна, ура айне, çиелти тумтир кĕсйине, капюшонне ан пăрахăр;

- фейерверка çуртран, чĕр-чунсенчен, электропралукран, йывăçсенчен 20 метр айккинче çутăр;

Пушар хăрушсăрлăхĕпе яланах тимлĕ пулăр. Пĕчĕк ачасемпе çул çитмен çамрăксене пиротехникăпа хăйсене тĕллĕн усă курма ирĕк ан парăр. Ăна палламан çынсенчен, алран ан туянăр.

Л.ЛАВРОВА,

ВДПО инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика