АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ТĔСЛĔХ КĂТАРТАТЬ

25 декабря 2009 г.

ЫРĂ ТĔСЛĔХ КĂТАРТАТЬ

Районти шалти ĕçсен пайĕнче пуян опытлă, пысăк стажлă сотрудниксенчен пĕри – милици подполковникĕ Альберт Харьков. Ку хушамата Канаш тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ аван пĕлет-тĕр. Альберт Александрович шалти ĕçсен органĕсенче 1987 çултанпа службăра тăрать. Пĕрре шанса панă должноçра 22 çул улăштармасăр вăй хурса ĕçлет. 22 çул вăл милицин участокри уполномоченнăйĕ. Икĕ теçетке çул хушшинче кама кăна пулăшман-ши, мĕнле кăна преступление уçса палăртман-ши вăл. Хăйĕн ĕç биографине, участковăй ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене унран лайăхрах пĕлекен çук та пулĕ.

Альберт Александрович аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Йывăрлăхра çухалса каймасть, ĕçе яланах пĕлсе йĕркелет. Милици ĕçĕнче аксакал пулин те пуçлăхсен асăрхаттарăвĕсене шута илет. Яваплăха туйса тăрать, хăйĕнчен те, çамрăк сотрудниксенчен те çирĕп ыйтать. 20 ытла çул хушшинче А.Харьков чылай милиционершăн вĕрентекен вырăнне пулнă тесен те йăнăш мар. Йывăрлăха лекнĕ çынна ăнланать, ăна пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Район территорийĕнче, хăй ĕçлекен участокра йĕркелĕх тытса тăрас ĕçе хастар хутшăнать, пуçаруллă. Альберт Александрович служба тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçланăшăн правительство наградисене те пĕрре мар тивĕçнĕ.

2005 çултанпа вăл Энтрияль ял тăрăхĕн участокри уполномоченнăйĕ. Ку тăрăхра пилĕк ял вырнаçнă. Кăçалхи 11 уйăхра кунта 14 преступлени шута илнĕ. Халăх хушшинче йĕркелĕхе пăснăшăн 194 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 66 çынна тытса чарнă.

Альберт Александрович раштавăн 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕренпе çур ĕмĕр çитнине паллă тăвать. Саламлатпăр ĕçтешĕмĕре çак паллă та савăк кунпа. Çăмăл мар ĕçре çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, телей сунатпăр.

О.МИКУШИН, районти милицин участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика