25 декабря 2009 г.
ТУЙ УКÇИНЕ ВĂРЛАНĂ
Пуçне хаяр шĕвекпе анратнă Ванина кăнтăрла иртни виçĕ сехетсенче кил хуçин арăмĕ çывăрмалли пÿлĕмре ларакан диван çинчи минтертен 500 тенкĕлĕх хут укçа туртса кăларнине асăрханă. Унăн пуçне туххăмрах усал шухăш кĕрсе вырнаçнă.
Павловсем (хушамачĕсене улăштарнă) – çамрăк мăшăр. Туй пулнă кун вĕсен укçа самаях пуçтарăннă. Укçа шăршине туйнă Ванина çав кунах каçхине Павловсен килне йăпшăнса кĕнĕ. Пÿртре никам та çук. Ванина тÿрех çывăрмалли пÿлĕме чăмнă. Диван çинчи минтер айĕнчен целлофан хутаç туртса кăларнă. Ун ăшăнчĕ конверт выртнă. Хут укçасен пĕр пайне хĕвне персе чикнĕ те урамалла тухса шунă. Вăрттăн вырăнта мăкăр-мăкăр туса укçана шутланă. 42770 тенкĕ! Савăннипе Ванина чăлтти-чалтти сиксе илнĕ.
Унăн савăнăçне пакунлисем хупласа хунă. Следстви пуçланнă. Нумаях пулмасть сучĕ те пулчĕ. Кукăр алăллă хĕрарăма çулталăк условно панă.
СĂМАКУНШĂН – СУЯ УКÇА
Кăçалхи утă уйăхĕнче районти ялсенчен пĕринче пурăнакан Васильев (хушаматне улăштарнă) тăванĕ патĕнче 1000 тенкĕлĕх суя укçа тупнă. Укçине ку чухнехи оргтехникăпа усă курса хатĕрленĕ. Çав кунах хăй лайăх пĕлекен Павловăран (кунăнне те хушаматне урăхлатнă) сăмакун туяннă, уншăн çак суя укçана тыттарнă. Лешĕ кунта темскер ырă маррине çийĕнчех ăнкарса илнĕ, каялла тавăрса панă.
Васильев суя укçана пĕтĕрсе чикнĕ те Белова патне (хушаматне улăштарнă) çул тытнă. Кунта та сăмакун туяннă. Паллах уншăн 1000 тенкĕ пулнине пĕлтерекен хут татăккине парса хăварнă.
Васильева 4 пин тенкĕ штраф панă, ирĕк правине тăватă çула условно туртса илнĕ.
ŸТ ĂШНЕ ХĂЙСЕМЕХ ЯНĂ
Звездин (хушаматне улăштарнă) тахçантанпах пĕлекен Сергеева наркотик серепине кĕртсе ÿкерес тĕллевпе наркотик сĕннĕ. Лешĕ килĕшнине пĕлтерсен сиенлĕ шĕвеке хăех ÿт ăшне янă. Вăл саккуна хирĕçле пулнине пĕле тăрах хваттерĕнчи пĕр пÿлĕме наркотикпа усă куракансем валли тытса тăнă. Кунта наркотиклă япаласем хатĕрленĕ. Мĕн кирлине туса пĕтерсен пÿлĕме çуса тасатнă. Ăна Павловпа Николаев (хушамачĕсене улăштарнă) пулăшса тăнă. Хăйсемпех ухмаха кăларакан шĕвек ÿт ăшне шприцпа янă. Кунсăр пуçне Звездин ялсене тухса 172,18 грамм мăкăнь пуçтарнă. Ăна килне илсе килнĕ.
Звездин хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна условно виçĕ çула ирĕкрен хăтарнă.
МАШИНĂНА КАЯЛЛА
ПАНĂ ТА...
Васильев (хушаматне улăштарнă) çав тери машинăпа ярăнма юратнă. Водитель удостоверенийĕ çук пулин те час-часах руль умне ларса çула тухнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнче каçпала вăл тытса пыракан "ВАЗ-21011" автомобиль ял çумĕнчи çырмара лакса ларнă. Вăл хăйĕнпе пĕрле ларса тухнă Гаврилова (хушаматне улăштарнă) пулăшма ыйтнă. Иккĕшĕ тĕртсе кăларма хăтланнă. Гаврилов, ÿсĕрскер, çул хĕррине канма ларнă. Васильев машинăна каялла парсан лешĕ сиксе тăнă, çул çине лаплатса ÿкнĕ. Автомобиль ун çине кĕрсе кайнă.
Васильев салонран шампань эрех пăкки пек сирпĕнсе тухнă. Гаврилов пуçĕ юнпа вараланнă. Тăнне çухатман, калаçма пултарнă. Аманнăскере машина ăшне лартнă та килне илсе кайнă.
Васильев судра хирĕçлемен, хăй ÿкĕннине пĕлтернĕ. Суд ăна 2500 тенкĕ штраф панă.
ЭРЕХНЕ ТЕ, ÇЫРТМАЛЛИНЕ ТЕ УКÇАСĂРАХ ИЛНĔ
Мухмăрлă Белков (хушаматне улăштарнă) магазина чупса тенĕ пек пырса кĕнĕ. Вăл сутуçăран кивçенле пĕр кĕленче эрех пама ыйтнă. Лешĕ килĕшмен. Тарăхса кайнă Белков çÿлĕк çинчи шурă эрех кĕленчине кĕсйине персе чикнĕ, холодильникран шăнтнă икĕ пулă илнĕ. Çапла майпа вăл магазина 146 тенкĕ те 10 пус тăкак кÿнĕ.
Судра Белков хăй сутуçăпа туслă пулни, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни çинчен каланă. Вăл унран пĕрре мар кивçенле ĕçмелли илнĕ. Çав кун вĕсем пĕр-пĕрне ăнлансах çитереймен. Сутуçă ревизи килессе кĕтнĕ, çавăнпа та Белков ыйтнине тивĕçтермен.
Суд ăна ĕненмен, сутуçă майлă пулнă. Белкова çирĕп режимлă колонине çулталăк та тăватă уйăха яма йышăну кăларнă.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.