АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РЕЙД ИРТТЕРЧĔÇ

25 декабря 2009 г.

РЕЙД ИРТТЕРЧĔÇ

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем пристав службин исполнителĕсемпе пĕрлехи рейд ирттересси йăлана кĕнĕ. Шартлама сивве пăхмасăр А.Наумов инспектор, В.Иванов тата Е.Никитин суд приставĕн исполнителĕсем Шăхасан ял тăрăхĕн территорийĕнче рейд ирттерчĕç.

Административлă йĕркепе явап тыттарнисенчен хăшĕ-пĕрисем пĕлсе тăрсах штраф тÿлессине кая хăвараççĕ. Енчен те ГИБДД инспекторĕсем панă штрафсене айăплисем тÿлесе татмасан шыраса илмелли йышăнăва (постановление) пристав службине ярса параççĕ. Тÿлевçĕ парăма татма палăртнă срокран пилĕк кун кая юлса пырсан 7 процент хушса тÿлет.

Рейд вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсене РФ КоАПĕн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн вăхăтра штраф тÿлеменшĕн икĕ çынна протокол çырнă. Ăна пăхса тухса суда ярса пама хатĕрленĕ. Çак кун суд приставĕн исполнителĕсем 12 парăмçа квитанци корешокĕсем çырса панă. Район бюджетне 3100 тенкĕ укçа хывнă.

М.ЮНУСОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

ŸкерчĔкре: А.Наумов инспектор, В.Иванов исполнитель айăплă çынна квитанци çырса параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика