АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКĔ ÇĔРТЕ ИКĔ ТĔРЛĔ

25 декабря 2009 г.

Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тата ветеринари службин специалисчĕсем Вăтапуç ялĕнчи "Григорьев" фермер (хресчен) хуçалăхĕн сĕт-çу ферминче пулса унти ĕçсемпе паллашрĕç. Ĕнесен йышĕ хальлĕхе нумаях мар. Татса паман ыйтусем сахал мар. Выльăх апачĕ те хĕл каçма çитеймест. Çак сĕт-çу ферми кăçал çеç ĕçе пуçăннă-ха. Çавăнпа та АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай фермер хуçалăхне тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать.

Специалистсем "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн сĕт комплексне те çитсе курчĕç. Хĕле аван хатĕрленнĕ кунта. Выльăхсем хĕл каçипех тутă пулĕç. Витесене ăшă тытмалла тунă. Комплексра выльăх-чĕрлĕх пăхас енĕпе пысăк опыт пухнă çынсем ĕçлеççĕ.

В. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика