АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсем

25 декабря 2009 г.

ОРЛОВСЕН САВĂНĂÇĔ

Шăхасанта пурăнакан Сергей Алексеевичпа Гликерия Поликарповна Орловсен çемйине тăруках икĕ чун хушăнчĕ. Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн гражданла тăрăмăн акчĕсене çыракан пайĕ вĕсене йĕкĕреш çуралнă ятпа саламларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Çав кунах телейлĕ ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Никитăпа Варвара тесе ятсем панине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем илчĕ. Вĕсенчен те ытларах пĕчĕк Вероника хĕпĕртерĕ, ахăртнех. Юратнă амăшĕ ăна шăллĕпе йăмăк парнелерĕ вĕт-ха.

Орловсене тăванĕсем, тус-юлташĕсем çак паллă кунпа ăшшăн саламларĕç, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерме çирĕп сывлăх сунчĕç.

КАНАШ КАЛЛЕХ КАЛАÇМА ПУÇЛАРĔ

Хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ юнкунпа эрнекун хула администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕн Н.Золотован сассипе вăранса каять. Наталия Витальевна нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă хула радиовĕн передачисене ертсе пырать.

Материалсене хула администрацийĕн культура тата информатизаци пайĕсем хатĕрлеççĕ. Халĕ хула пурнăçĕ пирки "Канаш" хаçата вуласа та, радио итлесе те пĕлме пулать. Хыпарсемсĕр пуçне эфира тĕрлĕ предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсенчен илнĕ интервьюсем, усăллă канашсем, çанталăк çинчен пĕлтернисем тухаççĕ. Çавăн пекех врачсем, налук инспекцийĕн ĕçлевçисем валли те вăхăт уйăрса пама палăртнă.

Канаш хулин пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ материалсем малашне Чăваш наци радио хумĕнче те янăрĕç.

ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН РЕТĔНЧЕ РАЙОНТАН ТА ПУР

Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче 1998-1999 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă ăмăрту иртнĕ. Унта хулари тата районти 60 çамрăк спортсмен хутшăннă. Ăмăртăва кăçал Европа чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ, Канашри ирĕклĕ кĕрешÿ шкулĕн воспитанникĕ А. Афанасьев уçнă. Антон ăмăртăва хутшăнакансене çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ăнăçу суннă, çĕнтерÿ тар юхтармасăр килменни çинчен пĕлтернĕ.

Хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтернисем хушшинче Вырăскас Пикшихри спорт шкулне çÿрекенсем те пур. Вĕсем – Саша Албутов, Андрей Федоров, Радик Андреев, Паша Филиппов. Тренерĕ – А.В.Егоров.

"Локомотив" ФСК администрацийĕ "Гамма" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне И.Н.Семенова турнир медалĕсене туянма пулăшнăшăн тав тунă.

ВĔСЕН ĔМĔТĔНЧИ ÇЕМЬЕ

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕçлекен канашĕ ача çурчĕсен тата шкул-интернатсен воспитанникĕсем хушшинче "Манăн ĕмĕтĕмри çемье" темăпа пултарулăх конкурсĕ кăçал пуçласа ирттернĕ. Ачасем сочинени çырнă.

Нумаях пулмасть Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ гимназире çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса чысланă. Вĕсем хушшинче Канашри шкул-интернатран та пур. 12-14 çулти ачасем хушшинче Вероника Яковлева иккĕмĕш, 15-18 çултисем хушшинче Аня Игнатьева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Конкурсантсем пирки нумай ăшă сăмах янăранă. Пысăк экран çинче вĕсен хайлавĕсенчи илемлĕ те ăнăçлă, чуна пырса тивекен сыпăксене кăтартнă.

Гимназире вĕренекенсем тантăшĕсене хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартнă. Фойере ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ, сочиненисенчи сыпăксене пысăк хут татăкĕсем çине çырса стена çумне пурте курмалла вырăна çакнă. Çĕнтерÿçĕсем "Канал 5 плюс" телеканал журналисчĕсене интервью панă.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика