АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ÇУЛ УМĔНХИ ЛАРУ

25 декабря 2009 г.

Виçĕм кун депутатсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, службăсен, пайсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл районăн 2009 çулхи бюджечĕ çинчен тунă йышăнăва улшăнусем кĕртме палăртни çинчен каларĕ. Депутатсем унпа килĕшнине пĕлтерсе алă тăратса сасăларĕç.

Депутатсем 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче "Хваттерсемшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифсем çинчен" йышăннине пăрахларĕç. Районти нумай хваттерлĕ çуртсене ял тăрăхĕсен аллине панă. Çавăнпа та тарифсене вĕсем хăйсемех палăртаççĕ.

Район больницин Сиккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачне М.Горшковăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пама тăратрĕç. Районăн шалти ĕçсен пайĕ видеосăнав хатĕрĕсем туянма укçа уйăрма ыйтнине, Чăваш Республикин Финанс министерстви шкул çулне çитейменнисене вĕрентме, физкультурăпа спорт комплексне тытса тăма, право йĕркисене сыхлассине лайăхлатма хушма укçа уйăрса пама ыйтса янă çырăва пăхса тухрĕç.

Лару вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тухса калаçрĕ. Чи малтанах вăл депутатсене кăçалхи çул тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, залра ларакансене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕ-пе саламларĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ, умра тăракан задачăсене палăртрĕ. 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн район республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Владислав Васильевич выльăх-чĕрлĕхсен йышне ÿстермелли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Юлашки вăхăтра сĕт тата аш-какай хакĕ ÿссе пыни тупăша ÿстерме май парать. Апла пулсан выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкĕсене ÿстерни вырăнлă та тупăшлă пулас шанăç пысăк. Халăха электрон хатĕрĕсемпе пулăшу кÿмелли плана туса çитерессине хăвăртлатмалла. Аслă çул хĕррипе, культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, ял тăрăхĕсен çурчĕсем умне Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килнине пĕлтерекен илемлетнĕ чăрăшсем лартмалла.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика