АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИКТОРОВ ПАРНИСЕНЕ ÇĔНСЕ ИЛНĔ

23 декабря 2009 г.

Республикăн тĕп хулинче «Елчĕк ен» общество организацине йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ. Ентешлĕх канашне пĕр улшăнмасăр районăн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов ертсе пырать. Олег Николаевич физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать.

Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Культура çуртĕнче кире пуканĕ йăтассипе О.Викторовăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ республикăри III турнир иртнĕ. Унта çичĕ хулапа районти 77 атлет вăй виçнĕ.

Тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕ йăтассипе тата хăйсен ушкăнĕсенче О.Викторов парнисене, ылтăн медальсемпе пĕрремĕш степень дипломсене хăш-пĕр вăйлă атлет йышĕнче пирĕн районти К.Ильин (Чакаç), Е.Степанова, Ю.Осанов (иккĕшĕ те Çĕнĕ Шелттемрен), Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ В.Симень (Сиккасси) те çĕнсе илнĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика