23 декабря 2009 г.
Мĕн чухлĕ çеçпĕл ĕшнере
Ем-ешĕл, çутă çуркунне.
Хавас, ыр туйăм чĕрере...
Тухать тăванăм куç умне.
Саватпăр эпĕр Çеçпĕле –
Хĕрÿ, çĕн пурнăç сăвăçне.
Вăл пирĕнпе çÿрет пĕрле,
Тухать хĕвеллĕ ĕшнене.
В.Давыдов-Анатри.
Пирĕн кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши кĕркуннепе хĕлле ылмашăннă вăхăтра çуралнă. Çав тапхăрта вара пĕр-пĕр каç хура кĕркуннен кичемленнĕ сăн-сăпатне шап-шурă юрпа хупласа хурать те ирхи тавралăх пирĕн ума таса та çутă çĕнĕлĕхпе çиçсе тухать. Çеçпĕл Мишши поэзийĕ те çавăн пекех. Унăн хайлавĕсенче çĕкленÿ, çĕнелÿ, хурçă шанчăк тата кашни çынна мал енне туртакан иксĕлми хăват.
Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче «Çеçпĕл Мишши – поэт тата гражданин» ятпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата библиотека ĕçченĕсем пухăнчĕç. Конференцие районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Е.Иванова уçрĕ. Елена Ивановна тăван халăх шăпи çинчен шухăшлакан ентешĕмĕр çулĕ аслă пулни, поэзи аталанăвне, çамрăк ăрăвăн ыранхи пуласлăхне Çеçпĕл витĕм кÿрсе тăнине хĕрÿллĕн каларĕ. Тăван чĕлхене, чăвашлăха упраса хăварасси чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен тивĕçĕ пулнине, уншăн нумай вăй хурасси, шкулсенче (хăйсем чăваш пулин те) чăваш чĕлхине ним вырăнне хуман тÿре-шарасемпе кĕрешесси пирки систерчĕ. Ачасене пăхса-вĕрентсе ÿстерес ĕçри чылай кирлĕ ыйтăва хускатрĕ.
Вăтапуç, Катек, Вырăскас Пикших шкулĕсенче вĕренекенсем И.Яшков, Е.Алексеева, А.Смолов Çеçпĕл Мишши сăввисене çĕкленÿллĕ туйăмпа вуларĕç. Куракансен чунĕсене алсатуль пек тавăрчĕç. Апла пулсан Çеçпĕл, унăн сăнарĕ, кашни юрри-сăвви, сăмахĕ чăваш халăх чĕринче, асĕнче пурăнать. Пурăнать çамрăкскер, нихçан ватăлми, сÿнми кăвар чĕре. Çын, гражданин, поэт.
«Çапла, Çеçпĕл вăл малалла ăнтăлма йыхăракан чан, – терĕ хăйĕн докладĕнче Сухайкасси шкулĕнче вĕрентекен В.Иванова. – Вăл – наци геройĕ, Раççей халăхĕн мухтавĕ. Джордано Бруно пек, юмахри Данко пек вăл вилĕмсĕр Улăп».
Çеçпĕл Мишши ячĕ пирĕн вĕренекенсемшĕн чи çутă ятсенчен пĕри тесе çи-рĕплетрĕç Г.Дунаева (Карăклă), Е.Кузнецова (Аслă Мами), Э.Кириллова (Шуркасси), Э.Шерки (Шăхасан) вĕрентекенсем тата Хучел ял библиотекинче ĕçлекен Т.Степанова. Этем те, халăх та хăйне хăй хисеплеме пĕлни наци кăмăлĕн тарăнăшĕнчен, унăн пуянлăхĕнчен килет. Шкулта ĕçлекен учительсем Çеçпĕл пулăшнипе вĕренекенсене чăваш халăхĕпе, Чăваш çĕр-шывĕпе тачăрах çыхăнтарма тĕрлĕ материалпа усă курни, тĕрлĕ мероприяти йĕркелени çинчен интереслĕ каласа, кăтартса пачĕç.
Г.Ефимова (Шăхасан) шкулти музей-пÿлĕмре курав хатĕрĕсене электронлă варианта пуçтарнă. Унта кăвар чĕреллĕ ентешĕмĕр пурнăçне халалланă стендсем, ачасем хăйсем хатĕрленĕ альбомсем, музее килсен асăнмалăх алă пусса панă кĕнекесем, поэтсен, писательсен, Украинăран килнĕ хăнасен парнисем, çырăвĕсем...
В.Григорьева (Вăтакас Татмăш) вĕрентекен Çеçпĕл лирикинчи тĕссене тишкерчĕ. «Çивĕч кăвартан таса» тăван чĕлхешĕн, тăван халăхшăн, тăван çĕр-шывшăн поэт яш-кĕрĕме хастарлă пулма, пурнăç таппине туйса тăма хистени уççăн палăрса тăрать унăн докладĕнче.
Çеçпĕл Мишши нумай енлĕ аталаннă çын пулнине чун-чĕрипе çĕкленсе каласа пачĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче вĕрентекен Е.Александрова. Поэтăн ÿкерчĕксем тăвас пултарулăхĕ те чăннипех пысăк пулнă.Вăл искусствăра вăй виçме ĕмĕтленекен кашни çыншăн паха тĕслĕх пулса тăрать.
Пирĕн вăхăтра Çеçпĕл кĕнекисене пурте юратса вулаççĕ, паллă художниксем ÿкерчĕксемпе илемлетеççĕ. П.Чичканов, Э.Юрьев, М. Ильин тунă иллюстрацисем ăнăçлă. Ленинградри скульптор Э.Агаян унăн портретне тунă. Пуринчен ытла Шупашкар художникĕсем тăрăшнă. П.Сизов (портрет), И.Кудрявцев (портрет, палăк проекчĕсем), Л.Брындин (Çеçпĕл ялĕ валли тунă палăк) скульпторсем, Н.Яковлев («Çеçпĕл тинĕс умĕнче» картина) тата Р.Федоров («Çеçпĕл» картина) живописецсем, А.Миттов (иллюстрацисем) куракансен кăмăлне хускатакан произведенисем тунă.
Е.Сергеева (Çеçпĕл шкулĕ) Украина Çеçпĕл Мишшишĕн тăван çĕр-шыв вырăннех пулни, хаклă та юратнă ят пулса тăнине хăйĕн докладĕнче каларĕ. Пирĕн юратнă поэт ячĕпе çыхăннă сăваплă вырăнсене кăтартрĕ.
Пирĕншĕн Çеçпĕл – йыхрав, чĕнÿ, хурçă шанчăк, мухтав. Эпир телейлĕ халăх, вилĕмсĕр халăх.
Л.ТАРАСОВА. Шăхасан шкулĕ.