АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУРТ ХУÇИСЕНЕ ЮЛТАШЛĂХ ПУЛĂШАТЬ

23 декабря 2009 г.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене ушкăнпа татса пама, куçман пурлăх комплексне тытса тăма çурт-йĕр хуçисен юлташлăхне йĕркелеççĕ. Çакăн пек пĕрлĕх нумай хваттерлĕ пĕр çуртра пĕрре кăна пулма пултарать. Çурт-йĕр хуçисем ăна хăйсен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕпе йĕркелеççĕ.

Паянхи куна пирĕн районта çурт-йĕр хуçисен 4 юлташлăхĕ ĕçлет. «Уют» юлташлăх 2008 çулхи январьтен ĕçе пуçăннă. Вăл Шăхасанти «Çĕнтерĕве 40 çул» урамри нумай хваттерлĕ 15 çурта пăхса тăрать. «ПМС» юлташлăхăн ĕçĕ-хĕлĕ Ямăрса ялĕнчи 205-мĕш ПМС урамри нумай хваттерлĕ 3 çурта асăрхаса тăрассипе çыхăннă. «Кирпичка» (Вырăскас Пикшихри Кирпĕч завочĕн урамĕ) тата «СХТ» (Шăхасанти «Ял хуçалăх техники» микрорайон) юлташлăхсем нумай пулмасть кăна ĕçе пуçăннă. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 161 статйипе килĕшÿллĕн хваттерсен хуçисем управленин пĕр тĕсне суйласа илме тивĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче «Çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕ» текен управлени тĕсне суйласа илнĕ.

Юлташлăх членĕсен пĕрлехи пурлăхпа усă курма, хуçаланма право пур. Вĕсен тивĕçĕ куçман пурлăха тирпейлĕ тытасси, строительство, реконструкци, эксплуатаци ĕçне туса пырасси, çурт хуçисене коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси, çуртра пурăнакансен ытти интересĕсене тивĕçтересси. Куçман пурлăх юлташлăхăн харпăрлăхĕ пулма пултараймасть.

Чăваш Республикин Строительство министерстви çумĕнчи вĕренÿпе производство комбиначĕ çумĕнче юлташлăхсен ертÿçисемпе тата специалисчĕсемпе квалификацие ÿстермелли курссем ирттереççĕ. Кăçал пирĕн районти çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсен икĕ председателĕ вĕренÿре пулнă.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика