23 декабря 2009 г.
Чăваш Енте аслă вĕренÿ заведенийĕсем çирĕм ытла. Вĕсенчен пĕри – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Республикăри хуласемпе чылай районта унăн филиалĕсем пур. Вĕсенчен пĕри Канашра. Çак кунсенче ăна йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ. Çак датăна савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.
Уява университетăн Канашри филиалĕн директорĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Б.Волков доцент уçрĕ. Борис Иванович филиала уçнă чухне мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулни, вĕсене çĕнтерес енĕпе мĕнле вăй хуни, камсем пулăшни çинчен аса илчĕ, утса тухнă çулпа, çĕнсе илнĕ çи-тĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Кунта çак специальноçсене вĕрентеççĕ: наци экономики, информацисене ĕçлесе хатĕрлессине тата ертсе пырассине автоматизацилесе йĕркене кĕртесси. Çавăн пекех правопа çыхăннă ыйтусене тĕпчекен, пахалăха йĕркелесе тăракан специалистсем, психологсем хатĕрлеççĕ. Филиала уçнăранпа виçĕ пин оператор хатĕрленĕ, вĕсем – хулапа районти шкул ачисем, ĕçсĕр тăрса юлнисем. Вырсарникунсенче пулас инженерсен шкулĕ ĕçлет. Çак шкула çÿрекенсенчен нумайăшĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрет. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытма пулăшас тĕллевпе хĕллехи тата çуркуннехи каникулсенче ЧПУ профессорĕсемпе доценчĕсем шкулти 8 предметпа занятисем ирттереççĕ. Филиалта 600 студент куçăмлă тата куçăмсăр майпа ăс пухать. Вĕсене 45 преподаватель вĕрентет.
Университет ректорĕ Л.Кураков академик филиал коллективне юбилей ячĕпе саламласа ăнăçу, çитĕнÿ, телей сунчĕ. Лев Пантелеймонович филиал директорне Б.Волкова, çыру ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Е.Сугутскаяна, М.Пронькина техника, библиотека заведующине А.Тяминана хастар ĕçшĕн тав туса университетăн Хисеп хутне пачĕ. Хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровăпа В.Софронов та уява пушă алăпа килмен. Валентина Ивановнăпа Владислав Васильевич филиал преподавателĕсене А.Яковлева, Г. Яковлева, Е.Беляковăна, В.Васильева, И.Урусовăна, О.Сорокина, О.Карповăна, И.Иваницкаяна, А.Маркова, Н.Березинана, В.Бычкова, Н.Бондаренкона, М.Григорьева, Н.Морозовăна, А.Фомина тата Д.Ялтаева нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата Канаш районĕпе хулинче, республикăра аслă пĕлÿ парассине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн хула тата район администраци-йĕсен Хисеп грамотисемпе чыс турĕç.
Савăнăçлă пухура çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, Канаш хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти организацийĕн председателĕ М.Бурлаков, филиалти экономика кафедрин заведующийĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ А.Яковлев профессор университетăн Канашри филиалĕ тата унта ĕçлекенсем çинчен сахал мар ăшă сăмах каларĕç.
Маттур студентсене те хисеп турĕç уявра. Вĕренекен çамрăксен «Çын. Гражданин. Ăсчах» регионти фестивальте лайăх докладсем туса панăшăн Э.Федорова, А.Сверчкова, О. Микушинана, Е. Егоровăна, Е.Бруевича дипломсем парса хавхалантарчĕç.
Уява пынисен кăмăлĕсене районти культура çурчĕн «Ентешсем» ансамблĕ хитре юрăсемпе çĕклерĕ.
В.АЧЧА.
ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: трибуна умĕнче – райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, лараканнисем (сулахайран сылтăмалла) – М.Бурлаков, Л.Кураков, Б.Волков, В.Полукарова тата Г.Васильев; Л.Кураков академик калаçать; зал тимлĕн итлет ăна; «Ентешсем» юрлаççĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.