23 декабря 2009 г.
Эрнекун Шупашкарта Раççей Геройĕн Н.Ф.Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ иртнĕ. Спорт уявне Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, Федерацин хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Бударинпа Павел Семенов, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович, Олимп чемпионĕсем Сергей Корнилаев, Хаджимурат Магомедов, Давид Мусульбес, Владимир Маркелов, хисеплĕ ытти нумай хăна килсе çитнĕ.
Кăçал ăмăртăва хутшăннисен йышĕ рекорд шайĕнче: Пушкăртстанран, Мари Элрен, Мордовирен, Тутарстанран, Удмуртирен, Дагестанран, Калининградран, Самартан, Смоленск, Ульяновск, Новосибирск, Мускав облаçĕсенчен, Мускав хулинчен, çавăн пекех Беларуçран ирĕклĕ стиле кăмăллакан 330 ытла кĕрешÿçĕ пухăннă.
Икĕ куна пынă хĕрÿ тупăшура чăваш спортсменĕсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Кунта пирĕн район воспитанникĕсен тÿпи те пур. В.Трофимов, Д.Кондратьев, А.Егоров тренерсен вĕренекенĕсем Антон Афанасьевпа Михаил Андриянов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр маттур çамрăксене. Малашне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.
Тата çакна та палăртма кăмăллă. Физкультурăпа спортри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн "Чăваш Республикинчи ирĕклĕ кĕрешĕвĕн "Кĕрешÿ федерацийĕ" общество организацийĕн вице-президентне Иван Григорьева "Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Иван Геннадьевич пирĕн тăрăхран, Канаш хулинче çуралса ÿснĕ, йăх-несĕлĕсем вара Яманкасси ялĕнчен. Сумлă ятпа саламлатпăр ентешĕмĕре.
И. ВЛАДИМИРОВА.