АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛĔ ПУЛЧЧĂР ТЕСЕ

23 декабря 2009 г.

Халăха ĕçлĕ пулма хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртнипе обществăлла ĕçсем, вăхăтлăх ĕç тата стажировкăсем йĕркелеме, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварма, вăхăтлăх ĕçлесе илме тата ĕç опытне пысăклатма районта пурăнакан 623 çын пултарчĕ. Çак тĕллев валли тÿрлетÿсем кĕртсе 8065,5 пин тенкĕ уйăрнă, паянхи кун тĕлне 8047,7 пинĕшĕпе усă курнă. Ку вăл 99,7 процент шутланать.

Пĕтĕмпе 106 килĕшÿ тунă: 88-шĕ – обществăлла ĕçсем йĕркелеме, 2-шĕ – ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăха лекнисене вăхăтлăх ĕç тупса пама, 16-шĕ – стажировка ирттерме. Экономикăпа çыхăннă ĕçсемпе: ял хуçалăхĕнче ĕçлеме – 23 килĕшÿ, тасатса тирпейлекен ĕçсенче – 2, коммуналлă, социаллă тата уйрăм пулăшу парассинче – 1, вĕрентÿре тата сывлăха сыхлассинче – 47, строительствăра (çулсем тăвасси тата юсасси) – 3, ваккăн тата курттăмăн сутассинче – 1, ытти предприятисемпе организацисенче – 29.

Килĕшÿсем тунипе 623 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Обществăлла ĕçсенче 466-ăн вăй хунă. Хăйсен предприятийĕсенче 132-ĕн ĕçленĕ.

Обществăлла ĕçсем йĕркелессипе С.Шпаковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ, "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх тата "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕ лайăх ĕçленине палăртмалла. С.Шпаков хуçалăхĕпе 25 ĕç вырăнĕ валли 409835 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Пĕтĕмпе 34 çынна ĕç тупса панă, тăваттăшĕ – стажерсем.

Раштавăн 15-мĕшĕ тĕлне районта 414 çынна ĕçсĕррисем тесе шута илнĕ.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика