АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНЛАНМА ТĂРĂШĂР, ВĂХĂТРА ПУЛĂШĂР

18 декабря 2009 г.

Итлемен ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ пурнăçра пĕр хутчен те пулин айăпланах. Чылай чухне вара каярахпа хăйĕн "ĕçĕшĕн" кулянни те пулнă. Кун пек чухне пиртен кашнийĕ: "Ачана тĕрĕс воспитани паратпăр-ши эпир;" – тесе пăшăрханать. Чăн та, пепке ашшĕ-амăшне итлемесен мĕн тумалла-ха;

Айăплав вăл – икĕ вĕçлĕ патак. Унăн пĕр вĕçĕ ачана пырса тивет, тепри вара – ашшĕ-амăшне. Пĕрремĕшĕнчен, ачана, пĕçерккĕ лектернĕ хыççăн куççуль юхтараканскере, шеллеме тытăнатпăр. Шăпăрлан вара çакна çеç кĕтет тейĕн, сирĕн ÿкĕнÿпе усă курма вĕренет. Юлашкинчен вăл чееленме тытăнать.

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ воспитани авторитарлă мелне суйлать. Пăхăнманнине кура ачине "вырăна лартма" тăрăшать. Ку çирĕп йĕркепе пурăнакан ача-пăча пĕр сăмахранах итлеме, пăхăнма тытăнать. Вăл çынран ютшăнса, чĕмсĕр ÿсет. "Лăпкă авăрта шуйттан нумай" тени шăпах ăна пырса тивет. Куçăмлă ÿсĕмре воспитани çимĕçĕ каялла хăвăр пата таврăнать.

Енчен те пепкĕр итлемест, кăшкăрать пулсан, паллах, мера йышăнмаллах. Çапах та малтан сăлтавне уçăмлатмалла, каярах тин воспитани меслетне палăртмалла. Çакнашкал пăтăрмах виçĕ çула çитмен ачасен ывăннăран, улшăнчăк кăмăл-туйăмран пуçланать. Тĕп нерв тытăмĕ вăйсăр пулнăран туйăмĕсене чараймаççĕ вĕсем. Кун пек чухне пепкĕре алла илĕр, анчах лăплантарма ан тăрăшăр, япăх кăмăл-туйăмне шалтан тулалла кăлартăр. Ун чухне ăна çăмăлтарах пулĕ. Ачапа асăрхануллă пулмалли пирки ан манăр. Ывăннине ирттерме, кăмăл-туйăмне улăштарма пулăшăр ăна.

Ача-пăчана ĕçпе тата вăйпа хăратса айăплама кирлĕ мар. Çапни, хĕнени ăна мĕскĕнлетет çеç. Ыратнă чухне вăл хăйĕн айăпне туймасть-ăнланмасть. Ашшĕ-амăшĕ ăна килĕштермест тесе шутлать. "Эпĕ сана юратмастăп", "Кай, эсĕ – япăх ача" тесе каламалла мар ун пек чухне. Ку – чи хăрушши. Хăть мĕнле лару-тăрура та сирĕн юратăвăр пирки ан иккĕлентĕр пепке. Ашшĕ-амăшĕн тĕп тĕллевĕ – ачана тĕрĕс ăнланасси, ăна вăхăтра пулăшасси.

Н.ЧАЙКИНА,

ача-пăча тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика