АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "УМРИ ТĔЛЛЕВЕ ПУРНĂÇЛАТĂПАХ"

18 декабря 2009 г.

Атнаш ял тăрăхĕн тытăмне икĕ ял кĕрет: Атнаш тата Калиновка. Унта 1342 çын пурăнать.

Кăçалхи вун пĕр уйăхра Атнаш ял территорийĕнче 12 преступлени шута илнĕ. Çав шутра вăрланă 2 тĕслĕх, кил-тĕрĕшре вăрçăнса-харкашса тунă 5 преступлени.

Халăх хушшинчи йĕркелĕхе пăснăшăн 99 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă: услам илес тĕллевпе килте эрех юхтарса сутнăшăн 3 çынна, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 63 çынна, кил-çуртра харкашнăшăн 6 çынна штраф тÿлеттернĕ.

2008 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа Александр Михайлов милици лейтенанчĕ Атнаш ял тăрăхĕн участковăйĕ пулса ĕçлет.

Александр Валерьевич шалти ĕçсен органĕсенче 2007 çултанпа службăра тăрать. Аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлекен ăста сотрудник. Çитменлĕхсемпе асăрхаттарусене вăхăтра тÿрлетме тăрăшать. Хăйне шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать, пуçаруллă пулнипе палăрса тăрать.

А.Михайлов ял çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Атнаш ял тăрăхĕн администраци çуртĕнче йышăнать.

О.МИКУШИН,

районти милицин участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика