АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĔННИСЕМПЕ ПĔРЛЕ ПУЛМАЛЛА

18 декабря 2009 г.

Районти милици профилактикăн мĕн пур субъекчĕпе тачă çыхăнура ĕçлет, хамăр пурăнакан тăрăхра йĕркелĕхе тытса тăрассипе çирĕп мерăсем йышăнать. Çапах та хăш-пĕр кăтартусем ниепле те лайăх енне улшăнасшăн мар. Çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси ÿссе пыни хытах пăшăрхантарать. Ачасем усал ĕç тăвассине хирĕç кĕрешме милици е прокуратура органĕсен кăна мар, çемьен, шкулăн, мĕнпур общественноçăн хастар хутшăнмалла. Профилактика ĕçĕсем ирттерме преступлени тăвас туртăм пур çул çитмен çамрăксем çумне: вĕсем вĕренекен çĕрте – обществăлла воспитательсем, пурăнакан вырăнта – районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене çирĕплетнĕ.

Унсăр пуçне çакна та палăртса хăварас килет. 2009 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин "Ачасен вăй-халне, кăмăл-сипетне сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсенчен хÿтĕлемелли хăш-пĕр мерăсем çинчен" 43 " Саккунне йышăннă. Саккунпа килĕшÿллĕн ачасен (18 çул тултарман çамрăксен) çĕрлехи вăхăтра (июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен 23 сехетрен пуçласа 06 сехетчен тата ытти чухне 22 сехетрен пуçласа 06 сехетчен) обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамра, стадионта, транспортра, Интернет сечĕпе усă курмалли пÿлĕмре, клубра, эрех, алкогольлĕ ытти продукципе сутă тăвакан кану вырăнĕсенче ашшĕ-амăшĕсĕр е çитĕннĕ çынсăр хăйсене тĕллĕн çеç çÿреме юрамасть. Çавăн пекех çак документпа, 2009 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ санкцисемпе ачисене тимлĕх уйăрман ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе 2 протокол хатĕрленĕ, вĕсене район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссире пăхса тухма тăратнă.

Кашни ашшĕ-амăшĕнех хăйсен ачи-пăчин сывлăхне упрасси, кăмăл-сипетне çирĕплетесси, ăс-тăнне, тавра курăмне пуянлатасси çинчен шутламалла. Çакна, шел пулин те, пурте шута илмеççĕ, çавăнпа та йĕркене пăсакан çул çитмен çамрăксем те йышланса пыраççĕ. Воспитани никĕсĕ, кирек мĕн каласан та, çемьере çирĕпленет. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хăвăрăн ачăрсен пурнăçĕпе кăсăкланăр, çÿлерех асăннă саккунри йĕркесене шута илĕр, вара инкек те, явап тытасси те айккине юлĕç.

Н.ГРИГОРЬЕВА, районти милицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика