АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКĔ ХУТ ЮБИЛЕЙ

18 декабря 2009 г.

Маргарита Николаевна Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Николай Мироновичпа Зоя Тимофеевна Мироновсен çемйинче икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕннĕ. Халĕ асли, Виталий, хăйĕн туслă çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче, кĕçĕнни, Евгений, амăшĕпе тăван ялта пурăнать.

Николай Миронович мĕн пĕчĕкрен вулавăшран тĕрлĕ темăпа çырнă кĕнекесемпе хаçат-журналсене купи-купипе илсе вулама юратнă. Хăй те сăвăсем çырнă, музыкăна ăнланнă, уйрăмах хут купăс ăста каланă. Хăй вăхăтĕнче, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчи библиотека уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, ялти клуб пуçлăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ, питĕ шел, 1978 çулта çамрăклах, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса ачисене çурма тăлăха хăварнă.

Мироновсен пĕчĕк хĕр пĕрчийĕ - Рита, мĕн сас паллисене паллама пуçласанах юнашарти Ункăçырми ялĕнчи вулавăшри кĕнеке стеллажĕсем хушшинче çÿресе унта вырнаçнă тĕрлĕрен "пĕлÿ çăл куçĕпе" киленме юратнă. Вĕренÿрен, ĕçрен пушă вăхăтра, ашшĕ пек тĕрлĕрен темăпа çырнă кĕнекесене пĕрин хыççăн теприне тĕплĕн вулама юратнă. Виçикассинчи вăтам шкулта та лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтарнă. Вулавăш хуçине Юлия Ивановнăна библиотекăпа клуб хушшинче йĕркелесе ирттерекен уявсенче сахал мар пулăшнă, илемлĕ, артист пек сăвăсем вуланă, юрланă, хитре ташланă, спектакльсенче хастар хутшăннă.

Килĕшекен ĕçе татах та аталантарма Виçикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинчи библиотека уйрăмĕнчен, ун хыççăн - Хусанти культура институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çак вĕренÿ заведенийĕсенче вăл кĕнекери сăнарсене пĕлсе хаклас, вулавăша пыракан çынсемпе килĕштерсе ĕçлес, художник пек хитре ÿкерес, çырас, музей ĕçченĕ пек тĕрлĕрен курав йĕркелесе вĕсемпе тухăçлă ĕçлессипе уйрăмах пысăк ăсталăх пухнă.

Малтан пĕр çул ытларах Карăклă ялĕнчи вулавăшра тăрăшнă. Пултаруллă библиотека ĕçченне 1976 çулта районăн тĕп библиотекине чĕнсе илнĕ. Ун чухне районăн тĕп библиотекине нумай çул хушши Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елизавета Ивановна Шоркина ертсе пынă.

Тепĕр 17 çултан, 1993 çулта, Маргарита Николаевнăна районăн централизациленĕ библиотека системин пуçлăхĕн ĕçĕсене шанса панă. Директор çумĕ Е.Иванова, комплектовани пайĕн заведующийĕ Л.Кузьмина, аслă библиограф М.Николаева, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пай заведующийĕ Л.Орлова, аслă методист Л. Егорова, уйрăмах Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Шоркина тата ыттисем те пулăшса пынипе вĕсем Раççейри, Чăваш Енри вулавăшсен ĕçĕнчи çĕнĕ те паха меслетсене, кăткăс мероприятисене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшаççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта 2003 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2007 çулччен 37 тĕслĕх библиотека пĕрин хыççăн тепри уçăлса пычĕç. Пĕрремĕшĕ Чулкăмака ялĕнче уçăлчĕ. Кивĕ, тăвăр çуртран çĕнетсе илемлетнĕ, хăтлă та капăр çурта куçни ял çыннисемшĕн пысăк парне пулчĕ. Ун хыççăн Сиккасси, Çеçпĕл, Уçырма ялĕсенчи çынсемшĕн савăнăç пулчĕ. 2004 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче çакăн пек çĕнĕлĕх районăн тĕп библиотекине - Шăхасана çитрĕ. Кунта çурчĕ çĕнĕ мар пулин те, вулавăшра ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпе çине тăрса юсав ĕçĕсем туни, çĕнĕ сĕтел-пукан лартни, компьютер пÿлĕмĕ уçăлни библиотека сăн-сăпатне паллайми улăштарчĕ.

2007 çулхи çĕртме уйăхĕнче Вăтапуç ялĕнче тĕслĕх библиотека уçăлнă чух та Маргарита Николаевна мана вулав пÿлĕмне илемлетме нумай пулăшрĕ - тĕрлĕ тĕслĕ хутран сас паллисем касса кĕнеке куравĕсен ячĕсене илемлетрĕ, кĕнеке каталогĕсен вырăнне палăртрĕ, тĕрлĕ сĕнÿсемпе татах та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарчĕ.

М.Иванова тĕп библиотека директорĕнче тăрăшнă вăхăтра вулавăш ĕçне лайăхрах йĕркелессишĕн пынă ăмăрту итогĕсем тăрăх нумай çул хушши Чăваш Енре "Лайăх ĕçлекен библиотека" ята тытса пынă.

Маргарита Николаевна 2005 çултанпа паянхи кунччен комплектовани пайĕн пуçлăхĕнче вăй хурса районти вулавăшсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерет, кĕнекесен шутне йĕркелесе пырать. Вĕсем тăрăшнипе кашни çĕнĕ кĕнеке электронлă кĕнекесен каталогĕнче хăйĕн вырăнне тупать.

"Библиотека ĕçлет пулсан культура вилмен-ха. Вăл çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать",- тенĕ тĕнчипе паллă академик Д.Лихачев. Унăн ĕçне паянхи кунпа хаклама çук, кĕнекерен пулнă ăс вăл ыранхи, пулас ăрусем валли те. Лайăх, ăслă кĕнекесем кăна ытларах пулччăр пирĕн вулавăшсенче.

Маргарита Николаевна районти культура ĕçченĕсем тата ял çыннисем хушшинче пысăк хисепре. Пурнăçра вăл сăпайлă, ырă кăмăллă хĕрарăм. Тĕрлĕ çулсенче вăл тĕп вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ "Ветеран" клуб ĕçĕсене пуçарса йĕркелесе пынă, Шăхасан ялĕнче килрен-киле çÿресе ялти паллă çынсем çинчен тĕрлĕрен документсемпе сăн ÿкерчĕксем пуçтарса "Село Шихазаны, прошлое и настоящее", "Уроженцы села Шихазаны на фронтах Великой Отечественной войны" альбомсем йĕркеленĕ. "Наши славные земляки", "История Канашской центральной районной библиотеки", "Библиотекари Канашского района" тата ытти ĕçсемпе паллашма пурне те питĕ кăмăллă.

Вăл вунă çул ытла ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пырса вĕсем валли асра юлакан уявсемпе тĕрлĕрен темăсемпе лару каçĕсем йĕркеленĕ. Маргарита Николаевнăна районти культура ĕçченĕсен профсоюз ĕçĕсене те нумай çулсем хушши йĕркелесе пыма шаннă.

1980 çулта Юрий Николаевичпа Маргарита Николаевна çемье çавăрнă. Вĕсем Дмитрий, Павел, Артур ывăлĕсене ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Халĕ Маргарита Николаевна тăватă мăнукĕшĕн - юратнă асанне. Пĕчĕк Сашăпа Настя (Павликăн ачисем) уйрăмах асламăшĕ вулакан хитре юмахсене итлеме юратаççĕ, пĕрле кулаççĕ, выляççĕ. Данилпа Рома (Дмитрийăн ачисем) Шупашкар хулинче пурăнаççĕ, тăван килĕнче час-час хăнара пулаççĕ.

Маргарита Николаевна хăй çуралса ÿснĕ тăван кĕтесне – Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырма ялне – яланах чĕрере тытать, манмасть. Унта, тăван килĕнче, 80 çул тултарнă амăшĕ Зоя Тимофеевна пурăнать. Кашни уйăхрах кайса килме тăрăшать амăшĕ патне юратнă хĕрĕ.

Зоя Тимофеевна - агроном, нумай çул хушши, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, ун хыççăн та "Богатырь" хуçалăхри уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Ĕçре палăрнăшăн медальсем, Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем илме тивĕçлĕ пулнă. Хăйсен ялĕнчи тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн ĕçĕсене те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырса хăй çинчен халăхра ырă ят сарнă.

2009 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕш кунĕнче пирĕн хисеплĕ Маргарита Николаевна библиотекăра ĕçлеме пуçланăранпа 35 çул çитнине тата хăйĕн юбилейне паллă тунă. Эпир ăна çирĕп сывлăх, ĕçре татах та çĕнĕ çитĕнÿсем туса пырса пирĕнпе яланхи пекех хаваслă пулма пĕтĕм кăмăлтан телей сунатпăр. Эпир Маргарита Николаевнăна пурте хисеплетпĕр, унпа мухтанатпăр, ăна чĕререн тав тăватпăр. Пирĕншĕн вăл – ырă тĕслĕх.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика