АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУШАР – ВĂРĂ-ХУРАХ ÇЕÇ МАР

18 декабря 2009 г.

Çĕнĕ Çул уявĕсем çитиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Унччен вара пур çĕрте те, учрежденисемпе организацисенче, уява хатĕрленсе çурт ăшчиккисене капăрлатаççĕ. Унта та кунта илемлĕ çутăсем ялкăшса çунни хаваслăх кÿрет паллах. Уйрăмах ача-пăчана. Вĕсем хитрелĕхе тÿрех асăрхаççĕ. Анчах уявра илемпе пĕрлех инкек кÿрекен япаласемпе те усă кураççĕ. Кун пек тĕслĕхсенчен пĕри – нумаях пулмасть Перьмри каçхи клубра пулнă хăрушă пулăм. Уяв кунĕсенче пирĕн патра та кĕтмен синкерлĕх сиксе тухасран çитĕннĕ кашни çыннăн тимлĕ, яваплă пулмалла. Пиротехника хатĕрĕсемпе çуртра, пÿлĕмре усă курма юрамасть. Çакăн пирки шухăшлама пĕлекен кашни çынах пĕлет-ха та, анчах темшĕн-çке асăрхаттарăва шута илмест. Фейерверк кăна мар, бенгал çуртин çуннă чухне сирпĕнекен хĕлхемĕнчен те вут хыпса илме пултарать вĕт-ха.

Чрезвычайлă лару-тăру министрĕ С.Шойгу Çĕнĕ çул уявĕсенче пиротехника хатĕрĕсемпе çын нумай пухăнакан вырăнсенче усă курма чарасси çинчен ыйту тăратнă. "Эпир Çĕнĕ çула уявлассине улăштарма пултараймастпăр, анчах та мероприятисем инкексĕр иртчĕр тесе тăрăшма тивĕç", – тенĕ.

Декабрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 15-мĕшĕччен Раççей Шалти ĕçсен министерстви пиротехника япалисене саккуна пăсса сутнă тĕслĕхсене уçса парассипе тĕрĕслев ирттерет. Çавна май милицин участокри уполномоченнăйĕсен пушар хăрушсăрлăх службин инспекторĕсемпе пĕрле çын нумай пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне мĕнле йĕркеленине тĕрĕс-ленĕ çĕре хутшăнмаллине те палăртнă çĕршыв ертÿçисем. Халĕ çĕршывра, пирĕн республикăра каçхи клубсенче, культурăпа кану учрежденийĕсенче тĕрĕслевсем пыраççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районта 76 пушар тухнă. Вут-çулăмра 6 çын пурнăçĕ татăлнă. Тар тăкса пухнă миçе пин, миçе миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕл пулса вĕçет. Вут-çулăм ытларах чухне çак сăлтавсене пула алхаснă: сÿнтермесĕрех пăрахнă пирус тĕпĕ, мунча кăмакисем юсавсăр пулни, электричество пралукĕсем кивелсе çитни е вĕсен çыхăнтарăвĕн йĕркине пăсни.

Çак кунсенче район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, шкулсен директорĕсен, ача сачĕсен заведующийĕсен пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Канаш хулипе районĕн пушар хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ Ф.Смирнов Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чухне тата паянхи пек сивĕ çанталăкра пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтрĕ унта пухăннисене. Мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕнче уява инкексĕр ирттерессипе çирĕп мерăсем йышăнма каларĕ.

– Уяв елккине вырнаçтармалли пÿлĕме палăртнă ĕнтĕ шкулсенче. Çав вăхăтрах савăнăçлă мероприяти иртекен çуртра, пÿлĕмре е кабинетра икĕ эвакуаци алăкĕ пулмалла. Вĕсен питĕ-рĕнсе тăмалла мар. Шкулта, ача садĕнча елка уявне ирттерессипе яваплă çынсен хăйсен вырăнне пăрахса кайма ирĕк çук. Мероприяти пуçланиччен вĕсен пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе инструктаж тухмалла. Иккĕрен кая мар огнетушитель вырнаçтармалла елка иртекен пÿлĕме.

Инкек айккинче тăтăр та, çапах та кирек мĕнле йывăрлăха та сирсе яма хатĕр пулни паха: ачасене эвакуацилемелли вырăна та палăртса хумалла. Сивĕре ал-урана, пит-куçа тăм илтересрен сыхланмалла.

Учительсен, воспитательсен çуртра та, картишĕнче те пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма ирĕк памалла мар! Хăрушă. Елкăна заводра хатĕрленĕ гирляндăпа капăрлатăр. Чăрăша çирĕп вырнаçтарăр, йăванса кайса ачасене ан аманттăр. Елка вĕçленсен уявшăн яваплă çынсен пÿлĕме, коридорсене, шкул, садик территорине тепĕр хут пăхса çаврăнмалла. Хăвăрт хыпса илме пултаракан япаласем выртса юлман-и; Уяв кунĕсенче талăкĕпех дежурство йĕркелемелле, – терĕ Федор Алексеевич.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕсенчен пĕри – хăйсен территорийĕнче пушара хирĕç тĕрлĕ мероприяти ирттересси. Ял тăрăхĕнче вăй хуракансем, яваплă ытти должность йышăнакансем пушар таврашĕ ан тухтăр тесе тĕрлĕ мера йышăнни аван. Çапах та уйрăм çынсен те асăрханулăхпа тимлĕх пирки манас марччĕ. Пушар вăл вăрă-хурах çеç мар. Çаратма килнĕ çын хăйпе пĕрле темиçе япала çеç илсе кайма пултарать. Вут-çулăм вара пĕтĕм пурлăха кĕле-кăмрăка çавăрать, çын пурнăçне те вăхăтсăрах татать.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика