18 декабря 2009 г.
Районти ачасен пултарулăх центрĕнче "Анне чĕри" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмпе районти 28 шкултан 230 ĕç тăратнă. Конкурса Ачча, Пайкилт, Шелттем, Ăнтавăш тата Çĕнĕ Ачча шкулĕсем хутшăнман.
Конкурс çакăн пек номинацисемпе иртнĕ: "Пĕтĕмпех ун çинчен" (калавсем çырса), "Ман анне пекки пĕрре çеç" (сăвăсем çырса), " Пурнăç тĕрри сана валли" (ÿкерчĕксем туса), "Чи лайăх фотоальбом, фотоальманах", "Паян – Аннесен кунĕ" (шкулсенчи стена хаçачĕсен, çамрăк журналистсен клубĕсен конкурсĕ).
Çĕнтерÿçĕсем – Карина Калистратова (Уçырма шкулĕ), Люда Филиппова (Вырăскас Пикших), Саша Ветчанина (Шăхасан), Лена Александрова, Наташа Егорова, Катя Гаврилова (Сухайкасси). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннисем – Настя Павлова, Сережа Викторов (Вăтакас Кипеч), Ксения Алендеева (Мăкăр), Настя Васильева (Уçырма), Сухайкассинчи вăтам шкулти "Çамрăк журналист" кружок членĕсем, Сережа Сильвестров (Вăрăмпуç), Лада Иванова (Шăхасан), Катя Гаврилова, Маша Федорова, Лена Сергеева (Сухайкасси), Тимур Пахомов (Ушанар), Настя Дмитриева (Вăтакас Татмăш), Саша Иванов (Уçырма), Артем Федоров (Вырăскас Пикших).
Малти вырăнсене йышăннисене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.