АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇ УЛШĂНУСЕМ КĔРТЕТ

18 декабря 2009 г.

ПУРНĂÇ УЛШĂНУСЕМ КĔРТЕТ

Информаци кунĕнче тĕп калаçу Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Уçă çыру пирки пычĕ. Калаçаканĕсем – Чăваш Республикин халăха ĕçе вырнаçтаракан патшалăх службин ертÿçи Л.Шимин, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев, Чăваш Республикин федераллă почта çыхăнăвĕн управленийĕн директорĕ С.Тимофеева, "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" унитарлă предприятин директорĕ Ю.Федоров, Чăваш Республикин автомобильпе çул-йĕре пăхса тăракан патшалăх управленин ертÿçи Ю.Титов, "Республикăри клиника больници" патшалăх сывлăх учрежденийĕн тĕп врачĕн çумĕ И.Павлов, кооператив институчĕн кафедра заведующийĕ А. Дмитриев профессор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ Э.Александров, пайсемпе службăсен ертÿçисем, специалисчĕсем.

Çула тухас умĕн Шупашкартан килнĕ информушкăн ертÿçи Л.Шимин, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Андреев, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов тĕл пулусенче мĕнле ыйтусем çине хытăрах пусăм тумалли çинче чарăнса тăчĕç, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç, вĕсемпе усă курма сĕнчĕç.

Л.Шимин, В.Андреев, В.Софронов Вăтакас Кипеч, Ю.Титов Ямаш, И.Павлов Карăклă ял тăрăхĕсенче, С.Тимофеева Канашри поч-тамтра, А.Дмитриев Шăхасан вăтам шкулĕнче пулчĕç. Ю.Федоровпа Э.Александрова Сиккассинче пурăнакансем вырăнти тĕслĕх библиотекинче кĕтсе илчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге информушкăн членĕсемпе паллаштарнă хыççăн сăмах Юрий Егоровича пачĕ. Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ярса панă Уçă çырăвăн тытăмĕпе паллаштарчĕ.

Хамăр республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче паракан дипломсенчен чылайăшĕ чикĕ леш енче кăна мар, хамăр çĕршывра та хакра мар. Тĕнчери нимĕнле рейтингра та пирĕн аслă шкулсен ячĕсем çук. Вăтам шкулсене вĕренсе пĕтерекенсен йышĕ çулсерен пĕчĕкленет. Çак сăлтава кура тĕрлĕ институтсемпе университетсене, вĕсем вара юлашки çулсенче питĕ нумай "ĕрчесе" кайрĕç, çамрăксен йышĕ кирлĕ чухлĕ пырса кĕмест. Мĕн пытармалли пур унта: студентсем хушшинче, уйрăмах укçа тÿлесе вĕренекеннисен ретĕнче, вăтам шкула аран-аран вĕренсе пĕтернисем те пур-ха. Вĕсем лайăх специалист-сем пулса тухасси питĕ иккĕленÿллĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен шучĕ çитес тапхăрта самаях чакмалла.

Шкул пурнăçĕнче те, професси енĕпе малтанхи тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿре те интересли чылай. Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин хаклавĕ тăрăх, чăваш шкул ачисенчен 92 проценчĕ паян тĕнчери чи çÿллĕ стандартсене тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ (Раççейре 60 процента яхăн). Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакансем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ÿснĕ. Хамăр республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсем вара çак сăмахсене тивĕçех мар. Çакна çÿлерех асăннă сăмахсем уçăмлăн пĕлтереççĕ.

Республикăн энергетика политикин стратеги тĕллевĕ энергетика тухăçлăхне ÿстерсе, анлă сарăлман энерги çăл куçĕсемпе усă курса, энергие перекетлекен мероприятисене пурнăçа кĕртсе топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курассин тухăçлăхне ÿстересси пулса тăрать. Биоэтанол, биодизель, биогаз производствине туса хумалла, çакă Чăваш Ен экономикинче топливăн çĕнĕ тĕсĕсемпе усă курма май парать.

Çырура кăтартнă пысăк плансем – ахаль ĕмĕтсем кăна мар. Президент аталанăва, приоритет çул-йĕрне палăртса тапхăрсем çине пайлама сĕнет. Вĕсем – нано- тата биотехнологи аталанăвĕ, информаципе коммуникацин çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртни, пралуксăр çыхăнăва сарни, энерги тата энерги перекетлекен альтернативлă çĕнĕлĕхсемпе усă курни, çавăн пекех экологи ыйтăвĕ.

Калаçăва малалла Э.Александров тăсрĕ. Чăваш Республики – ял хуçалăх регионĕ. Çавăнпа та Николай Васильевич çĕр ĕçченĕсем умне пысăк тĕллевсем лартрĕ. Сăмахран, пĕр миллион тонна тырă тата пĕр миллион тонна тымар çимĕç туса илесси. Апла пулсан районти АПК организацийĕсен тата предприятийĕсен яваплăха туйса, çанă тавăрса ĕçлемелле, чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарма вĕренмелле. Тырă, çĕр улми хакĕ паян тивĕçтермест, сĕт те йÿнĕ. Уйра çитĕнтернипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме усă курсан тăкаксене саплаштарма та, услам илме те пулать. Çавăнпа та выльăхсен йышне пысăклатмалла. Канаш тăрăхĕн çĕрĕсем çинче выльăх апачлĕх культурăсем ÿстерме условисем çи-телĕклĕ. Паллах, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе те малалла ĕçлемелле. Тĕллевсем пысăк, хамăра валли вырăнтах кирлĕ чухлĕ экологи енчен таса апат-çимĕç туса илме хăнăхмалла.

Эдуард Александрович районăн социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Тĕл пулу ăшă калаçупа вĕçленчĕ. Сиккассисем шыв парса тăрассипе, перекет кассин ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Информушкăн членĕсем çак ыйтусене кирлĕ çĕре çитерме, татса памашкăн пулăшма тăрăшнине пĕлтерчĕç.

В.АЧЧА.

ŸКЕРЧĔКРЕ: çула тухас умĕн, информушкăн членĕсем сĕнÿсем параççĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика