АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇАРУЛЛĂ, ПУЛТАРУЛЛĂ СОТРУДНИК

16 декабря 2009 г.

ПУÇАРУЛЛĂ, ПУЛТАРУЛЛĂ СОТРУДНИК

Александр Григорьев (ÿкерчĕкре) шкулта вĕ-реннĕ чухнех тантăшĕсенчен тăрăшулăхĕпе уйрăлса тăнă. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланман, халĕ те çаплах. 2003 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕнче службăра тăрать. Ятарлă юридици пĕлĕвĕ илнĕ, РФ шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăмсăр йĕркепе вĕренет. Хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлать. Заданисене пурнăçланă чухне пуçарулăх кăтартать.

2005 çултанпа Александр Николаевич Ачча ял тăрăхĕн участковăйĕ пулса ĕçлет. Ку ял тăрăхĕн территорине пилĕк ял кĕрет, унта пĕтĕмпе 3372 çын пурăнать.

Кăçалхи 11 уйăхра Ачча ял тăрăхĕнче 35 преступлени шута илнĕ. Халăх хушшинчи йĕркелĕхе пăснăшăн 103 çынна административлă йĕркепе айăпланă: 9 çынна килте эрех туса сутнăшăн, 6 çынна кил-çуртра харкашнăшăн, 68 çынна обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн. Вырăнти йĕркесĕрлĕхе çийĕнчех палăртас тĕлĕш-пе милици аслă лейтенанчĕ А.Григорьев пысăк ĕç тăвать.

Хальхи вăхăтра вăл Çурçĕр Кавказра служба командировкинче. Ун вырăнне Ачча ял тăрăхĕн участковăйĕн ĕçĕсене вăхăтлăха А.Николаев милици майорĕ пурнăçлать.

О.МИКУШИН, районти милицин участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика