АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПАТРАН НУМАЙ КИЛЕТ

16 декабря 2009 г.

Выльăх-чĕрлĕх организмĕнче хутăшсен ылмашăвĕ йĕркере пулманни физиологи тата патологи улшăнăвĕсем патне илсе пыма пултарать. Вĕсене тупса палăртас тата хутăшсен ылмашăвне кирлĕ шая çитерес тĕллевпе ветеринари службин ĕçченĕсем тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Ара, сывă выльăх пысăк продукци панине пурте пĕлетпĕр-вĕт.

Хутăшсен ылмашăвĕн виçине палăртма çулсеренех выльăхсен юнне, шăкне тата сĕтне анализ тăватпăр. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем питех савăнтармаççĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен организмĕнче каротин, кальци, фосфор... виçи нормăран пĕчĕк. Çакă пăрусен уйрăмах палăрать, вĕсем вара кĕтĕве çĕнетме çитĕнтернĕ выльăхсем. Сĕт йÿçеклĕхĕ нормăран пысăк. Çакăн пек продукци çынна усă кÿрес вырăнне сиен кÿме те пултарĕ.

Хутăшсен ылмашăвĕ çулталăкăн кашни тапхăрĕпе килĕшÿллĕ улшăнса пырать. Çулла вăл тивĕçлĕ шайра, хĕл кунĕсенче кăштах чакать. Çак кăткăс ĕç çине апат пысăк витĕм кÿни вăрттăнлăх мар, паллах. Апатпа пĕрле выльăх организмне витаминсемпе минераллă хутăшсем лекеç-çĕ. Вĕсем продукци пахалăхне ÿстерме тата выльăха тĕрлĕрен чир-чĕре хирĕç кĕрешме пулăшса тăраççĕ те.

Выльăхсене тĕрĕсленипе пĕрлех ветеринарсем апат пахалăхне те хак параççĕ. Пирĕн районта хуçалăхсем çу каçипе ха-тĕрленĕ утă, сенаж тата силос виççĕмĕш класпа танлашнă. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕхе утă-улăмпа тăрантарнипе пĕрлех рациона белокпа тата протеинсемпе пуян хутăшсем кĕртни те вырăнлă.

Г.ПАВЛОВА, ветврач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика