16 декабря 2009 г.
"Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", – тенĕ ваттисем. Питĕ ăслă каларăш. Çын хăй ĕмĕрĕнче пĕлÿсĕр пурăнаймасть. Наукăпа техника прогресĕ аталанса пынă тапхăрта çĕнĕлĕхсем хыççăн ĕлкĕрсе пыма та çăмăлах мар. Пурнăçпа пĕр тан утмашкăн хальхи вăхăтра çамрăксене шкулсенче тарăн пĕлÿ пама тăрăшаççĕ.
Учитель хăй предметне çеç уçса пани, атте-анне хамăра епле тытма вĕрентни çитĕнекен ачашăн çите-лĕксĕр пек туйăнать. Енчен те çамрăкăн тавра курăмне хăй тĕллĕн аталантарма кăмăл çук пулсан, вăл вĕренÿре вăтаммисен йышĕнче çеç пулĕ. Переменăра е уроксем хыççăн библиотекăна çÿреме ÿркенменни вара тавçăрулăхĕпе тата ăс-тăнĕпе яланах палăрса тăрĕ.
"Кĕнекене юратăр, вăл пĕлÿ çăл куçĕ", – тенĕ А.М. Горький. Хăвăрт вулакан ача вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пырать. Кĕнеке вулама юратманни ăнланма мар, сăмахĕсене те тĕрĕс вуласа кăлараймасть. Пирĕн Вăтапуç шкулĕнче пысăк библиотека пур. Унта тĕрлĕ предметсемпе справочниксем, энциклопедисем тата ытти чылай интереслĕ кĕнекесем упранаççĕ. Вĕсен хисепĕ çулран-çул хушăнсах пырать.
Манăн вулавăша çÿрекен чи хастар ачасене асăнса хăварас килет. Кĕçĕн классенчен: Василий Тимофеева, Екатерина Смирнована, Ольга Степанована; вăтам классенчен: Кристина Чернована, Вера Тимофеевана, Ирина Иванована, Иван Яшкова; аслă классенчен: Светлана Тимофеевана, Анастасия Николаевана тата ыттисене. Вĕсем вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пушă вăхăт тупăнсан вара алла кĕнеке тытма нихăçан та ÿркенмеççĕ. Тата çакна та палăртса хăварам, 11-мĕш класра вĕренекен Светлана Николаева районта чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Кĕçех унăн Шупашкара район чысне хÿтĕлеме каймалла пулать. Ăна эпир ăнăçу сунатпăр.
Ирина ИВАНОВА. Вăтапуç шкулĕ, 7-мĕш класс.