16 декабря 2009 г.
Тăван чĕлхене вĕрентекенсен, унта вырăс чĕлхи те кĕрет, Пĕтĕм Раççейри маçтăр-класс конкурсĕ иртнĕ. Чăваш Республикин чысне Шупашкарти 59-мĕш номерлĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Г.Абрамова хÿтĕленĕ. Вăл "Вĕрентÿпе ăслай комплекчĕсене хатĕрлекен" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн çитĕнĕвĕпе пуринчен те ытларах Канаш тăрăхĕн çыннисем мухтанма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен Галина Васильевна Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Кунта вăл чăваш чĕлхипе литературине пушшех те хытăрах юратма пуçланă. Çак юрату Галя Андреевăна (хĕр чухнехи хушамачĕ) И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне илсе çитернĕ.
Конкурсăн жюри председателĕ, Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн профессорĕ Д.Нилова пирĕн ентешĕн пултарулăхĕпе çав тери кăмăллă пулнă. "Галина Васильевнан опычĕ Раççейĕн пĕтĕм регионĕсен тимлĕхне тивĕç", – тенĕ вăл. Г.Абрамова конкурса хăйĕн 26 кĕнекине тата электронлă 4 пособине тăратнă. Грозный хулинче чечен чĕлхине вĕрентекен К.Хачукаева чăваш педагогĕн ĕçĕсемпе савăнса тĕлĕннине пытарайман: "Çакăн пек комплектсем тăвассишĕн пирĕн патра пĕтĕм институт ĕçлет", – палăртнă вăл.
Раççейĕн XXI ĕмĕрти наци чĕлхине вĕрентекенĕн мĕнле пулмалла, хальхи саманара педагогика парăсĕсем çине инновацин мĕнле çилĕсем вĕреççĕ, би- тата полилингвизм условийĕсенче вĕрентÿпе методика комплекчĕсем мĕне пĕлтереççĕ-ха; Çак ыйтусене хурав пама тăрăшнă тăван чĕлхене вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри III маçтăр-класне хутшăнакансем. Конкурсăн куçăмсăр турне Раççейри 50 регионăн представителĕсем хутшăннă. Финала 19 регионтан тухнă. Пирĕн ентеш пĕрремĕш тапхăрта 30 очко пухма май пур çĕртен 30 пухса Хабаров крайĕнчи, Ханты-Манси округĕнчи тата Тутарстанри ĕçтешĕсемпе пĕрле турнир таблицин çÿлти вырăнне йышăннă.
Конкурсăн малтанхи кунĕнче çĕршывăн чи лайăх педагогĕсем хăйсем пурăнакан тăрăхпа паллаштарнă. "Манăн регион, манăн шкул, манăн профессиллĕ ĕçĕм-хĕлĕм" темăпа хатĕрленĕ мероприяти презентацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Галина Васильевна ĕçтешĕсем хушшинче мала тухнă. Мастер-класăн виççĕмĕш тапхăрне урок пайĕ кĕнĕ, конкурсантăн методикăлла ăнлантарăвĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсăн тĕшши пулса тăнă. Пултаруллă педагог А.Г.Николаев летчик-космонавта халалласа хатĕрленĕ урок-конкурс хатĕрленĕ. Унта вăл чăваш чĕлхине вĕрентессин çĕнĕ йышши технологийĕсемпе усă курнă.
Мускавран Галина Васильевна çĕнĕ идейăсемпе, шухăшсемпе таврăннă. Раççейĕн темиçе регионĕ ăна хăйсен шкулĕсем валли вĕрентÿпе методика комплекчĕсем хатĕрленĕ çĕре хутшăнма чĕннĕ. "Çĕнĕ çулччен манăн 6-мĕш класс валли хатĕрленĕ çĕнĕ учебника рецензи çырма тата вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине 4-мĕш класра вĕрентмелли кĕнеке валли методика хушăвĕсене пăхса тухма тăратмалла. Çакăн хыççăн вара хамăн çĕнĕ туссене пулăшма хатĕр пулатăп", – тенĕ Галина Васильевна.
В.АЧЧА.
ŸКЕРЧĔКРЕ: Галина Абрамова пиччĕшĕпе, Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин тухăç тата чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕпе, Валерий Андреевпа.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.