11 декабря 2009 г.
Пакунлă çын ĕçĕ-хĕлĕ, тĕрĕссипе, пурне те пырса тивет. Кирек мĕнле пулсан та инкек сиксе тухсан, хÿтлĕх кĕтнĕ чух эпир чи малтан милицирен пулăшу ыйтатпăр. Йĕркелĕх хуралăн ĕçченĕсем кирек хăш вăхăтра та алă тăсса пама хатĕр. Преступник явап тытма тивĕç – пакунлисем çакна тĕпе хураççĕ, çынсен хăрушсăрлăхне сыхласси вĕсен ĕçĕн тĕп пĕлтерĕшĕ пулнине ăнланса вăй хураççĕ. Аяларах илсе кăтартнă тĕслĕхсенче вара – вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ. Çăмăл мар службăн пĕчĕк кăна саманчĕсем. Вĕсемпе пире районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров милици полковникĕ паллаштарать.
– Юрий Николаевич, 2009 çул вĕçленсе пырать. Пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт темелле. Мĕнле иртрĕ вăл районти милицишĕн; Районти оперативлă лару-тăрăва мĕнле хаклатăр; Преступленисене уçса парасси еплерех пурнăçланса пырать;
– Районти шалти ĕçсен пайĕнче хамăр тăрăхри оперативлă лару-тăрăва лайăхлатассипе йышăннă мерăсем хăш-пĕр кăтартусене лайăхлатма пулăшрĕç. Январь-ноябрь уйăхĕсенче шута илнĕ преступленисен шучĕ (413-рен 400 таран) чакрĕ. Çынна мăшкăлланă (пĕлтĕр 2 тĕслĕх), гаражсене, суту-илÿ лавккисемпе складсене, ял хуçалăх предприятийĕсене çаратнă фактсем, хĕç-пăшалпа хăратса тунă преступленисем пулмарĕç. Йывăр, уйрăмах йывăр, çын вĕлерсе тунă преступленисен шутне чакарма май килчĕ. Преступленисене пĕр талăкра уçса парассин кăтартăвĕсем те чылай курăмлă. Кĕсье телефонĕ, выльăх-чĕрлĕх, ют çын пурлăхне вăрланисене уçса парассипе те ĕçе палăрмаллах вăйлатрăмăр. Обществăлла йĕркелĕхе çынсем ытларах чухне ÿсĕрле пăсаççĕ. Кăçалхи çак тапхăрта ÿсĕр тата маларах судпа айăпланнă çынсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан саккуна хирĕçле ĕç сахалрах (100-тен 49 таран) тунă. Кусем пирĕн ĕçри лайăх енсене кăтартакан хăш-пĕр тĕслĕхсем пулчĕç тейĕпĕр.
Çитменлĕхсене пĕтерес тесе çине тăрса ĕçлетпĕр пулин те вĕсем пур-ха. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса парасси, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса палăртасси, "Шырав" ушкăн ĕçĕ япăхланни, урамра тунă, çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать те, тарăхтарать те.
– Аварисен шучĕ пур çĕрте те ÿснине калаççĕ, кăтартаççĕ. Мĕн чухлĕ çын пурнăçĕ татăлать, транспорт хатĕрĕ юрăхсăра тухать... Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе ĕç-пуçсем йĕркеллех мар пек...
– Районти çулсем çинче лару-тăру, чăнах та, лăпкă мар. Кăçалхи 11 уйăхра çулсем çинче пулнă 65 аварире 94 çын аманнă (2008 çулта - 85), 18 (пĕлтĕр – 14) çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çула тухакан çынсем, водительсем те, çуран çÿрекенсем, темшĕн-çке хăйсене питех хисеплемеççĕ (урăхла мĕнле ăнлантарăн;): ÿсĕрле руль умне лараççĕ, çуран çÿрекен çын çул-йĕр правилисене пăснипе инкек тÿснĕ тĕслĕх те сахал мар. Асăннă тапхăрта çул-йĕр правилисене пăснă 8987 (7856) факт шута илнĕ, 209 ÿсĕр водителе тытса чарнă.
– Юрий Николаевич, обществăлла вырăнта йĕрке тытса тăрас енĕпе милици мĕнлерех мерăсем йышăнать;
– Саккуна хирĕçле ĕçсене, тĕпрен илсен, ĕçкĕçсем тăваççĕ. Вĕсемпе кĕрешсе районти милици тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕ ирттерет пулин те йывăрлăхсем кашни утăмрах.
Милицин участокри уполномоченнăйĕсен маларах судпа айăпланнă çынсене контроллесе тăрассине вăйлатмалла. Ушкăнпа тунă 23 преступлени шута илнĕ кăçал. Пирĕн ĕçкĕпе иртĕхекенсем, ниçта та ĕçлемен тата маларах судпа айăпланнă е тĕрмерен тухнă çынсем пуçтарăнакан вырăнсене тупса палăртмалла. Çак ĕçе обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕпе тачă çыхăнса пурнăçламалла.
Кил-тĕрĕшри "паттăрсемпе кĕрешесси" – çивĕч ыйтусенчен пĕри. Кил-çуртри лăпкăлăха пăснă (арăмĕпе, ачисемпе çапăçнă, хĕненĕ фактсем) 101 преступлени шута илнĕ. "Аллине çÿле çĕклеме юратакан" 262 çын районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать, 175 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă.
Районти шалти ĕçсен пайĕ граждан хĕç-пăшалĕ тытакан çынсене кулленхи тимлĕхре тытать. Çакăн пек 327 çын учетра тăрать. Хĕç-пăшаллă çын общество умне хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çавна май январь-ноябрь уйăхĕсенче 312 тĕрĕслев ирттернĕ. 28 çынна административлă йĕркепе айăпланă, 33 хĕç-пăшала туртса илнĕ.
Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăватăп: çул çитмен çамрăксемпе ĕçлессине, уйрăмах йывăр преступленисене уçса палăртассине, профилактика ĕçне вăйлатмалла.
– Пысăк тав калаçушăн.
И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.