АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ЛАЙĂХ ТУМ – КАНАШСЕН

11 декабря 2009 г.

ЧИ ЛАЙĂХ ТУМ – КАНАШСЕН

Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа сывлăхĕ енчен майсем сахаллисен XI фестивалĕ иртнĕ. Унта хутшăнма республикăри хуласемпе районсенчен пуçтарăннă. Вĕсем спортăн 5 тĕсĕпе ăмăртнă: шашка, шахмат, дартс, сĕтелçи теннис, çăмăл атлетика.

Пирĕн район чысне Малтикассинчи Владимир Игнатьев, Энтриялĕнчи Настя Амунова, Шăхасанти Лева Васильев, Атнашри Юля Чердакова, Çĕнĕ Аччари Федя Васильев тата Вырăскас Пикшихри Артур Сергеев хÿтĕленĕ. Вĕсенчен кашниех хăйĕн вăйне икĕ дисциплинăра тĕрĕсленĕ.

Юля Чердакова 60 метра чупса, Настя Амунова пĕчĕк çĕмренсене цифрăсемлĕ çаврашкана персе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетикăпа Лева Васильев малти 10 вырăна йышăннă спортсменсен йышне лекнĕ.

Фестивале хутшăннисене мероприятине йĕркелекенсен дипломĕсене тата парнисене панă. Пирĕн район командине лайăх спорт тумĕпе килнĕшĕн диплом тата торт парса хавхалантарнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика