АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛТИ ПЕКЕХ ХУÇАЛАННĂ

11 декабря 2009 г.

Анаткас Кипеч каччи çĕр çине килнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр те çитмен-ха. Анчах вăл хăйĕн ятне усал ĕç туса варалама ĕлкĕрнĕ. Эрехне те тутанкаласах тăнă. Ÿсĕр пуç вара преступлени тума хĕтĕртсех тăрать. 25 çулти çамрăк та çак авăра çакланнă.

Кăçалхи май уйăхĕн пĕр кунĕнче хăйĕнчен чылай аслă арçынсемпе пĕрле вăл та сад пахчинче хаяррине ÿпĕнтернĕ. Арçынсем темиçе çул ĕнтĕ кÿршĕри Никонсен тĕлĕнче выртакан тимĕр пăрăхсене, рельссене пăхса тăни, вĕсене, телее, ку таранччен никам та тĕкĕнменни çинчен калаçса ларнă. Çурт хуçи хăй 15-мĕш çул ĕнтĕ Çурçĕрте пурăнать, çемйине те унта куçарса кайнă... Тимлĕ итленĕ вĕсен калаçăвне Никита. Хăй вара преступлениллĕ ĕç планне хатĕрленĕ. Кăшт вăхăт иртсен "ĕçе пуçăннă". Хăй паллакан пĕр арçын патне шăнкăравласа машинăпа яла килме калать, сутмалли тимĕр материалсем пуррине пĕлтерет. Чăнах та çав кунах арçын машина тытса Кипече çитет, Никита ăна Никонсен тĕлне илсе каять. Хăйĕн килĕнчи пекех хуçаланма тытăнать çамрăк. Кăнтăр кунĕнче ют çын хуçалăхне кĕрсе картишĕнче темиçе çул тирпейлĕн выртнă рельссене машина çине тиеме пуçлаççĕ. Унтан çурт алăкне çĕмĕрсе кĕрсе верандăра выртакан арматура тимĕрне те сутса ярать. Çурт хуçин тăванĕ çакна курсан Никитăна чарăнма ыйтать, анчах лешĕ хĕрарăм сăмахĕсене хăлхана та чикмест. Строительство ĕçĕсем тунă чухне питех те кирлĕ япаласене сутса чылай укçа тăвать. Анчах ют пахчари çимĕç пыра ларнине пĕлмен пулĕ çамрăк ар-çын.

Хăйĕн килĕнче мĕн пулса иртнине пĕлнĕ Никон тепĕр икĕ кунтан Çурçĕртен яла килсе çитет. Хăйне тăван та лекекен çамрăк арçын хăй килĕнчи япаласене кама сутнине ыйтса пĕлес тесен те лешĕ каламаннипе тарăхса милицие евитлет. Милици сотрудникĕсем рельссене Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче тупаççĕ. Шел те, ытти тимĕрсем хута кайма ĕлкĕрнĕ. Никита хăйĕн тăванне пĕтĕмпе 12765 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çавна май унăн РФ Уголовнăй кодекĕн 158 тата 161 статйисен 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе явап тытма тивет.

В.ПЕТРОВ, районти милицин следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика