АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫСНАСЕН ШУЧĔ ŸСЕТ, ĔНЕ ВЫЛЬĂХСЕН – ЧАКАТЬ

11 декабря 2009 г.

Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне районта аш-какай 4228 тонна хатĕрленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 174 тонна е 4 процент нумайрах. Обществăлла секторăн 11 уйăхри кăтартăвĕ 598 тонна. Чăх-чĕп фабрикинче кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 205 тонна хатĕрленĕ. Ĕне вылăьăхсен талăкри ÿт хушаслăхĕ – 447 грамм, сыснасен – 236.

Сĕт енĕпе вун пĕр уйăхри кăтартусем çапла: пĕтĕмпе 28581 тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 308 тонна нумайрах), оществăлла секторта 94 тонна ÿснĕ. Сĕт суса илессипе "Агат" (3740 килограмм), "Хучель" (3738), "Нектар" (3594), "Восход" (3402) тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ (3694 килограмм) малта.

Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ раштав пуçламăшĕ тĕлне – 14745 пуç. Иртнĕ çул 875 пуç нумайрах пулнă. Сыснасен хисепĕ 2008 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 10 процент пысăкланнă: 9304 пуç.

Çакна палăртса хăвармалла: обществăлла секторта ĕне выльăхсен шучĕ пĕчĕкленсе пырать, сыснасен йышĕ ÿсет.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика