АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАСТАРРИСЕНЕ ПАЛĂРТНĂ

11 декабря 2009 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне халалласа республикăри ачасемпе çамрăксем хушшинче "Манăн кил – манăн Чăваш Ен" темăпа хатĕрленĕ пултарулăх ĕçĕсен конкурсне ирттернĕ. Конкурса пĕтĕмпе 200 яхăн ĕç тăратнă. Çавăн пекех унта Беларусь, Тутарстан, Пушкăртстан Республикисен, Оренбург тата Тюмень облаçĕсен представителĕсем те хутшăннă. Чи лайăх ĕç Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Ваня Павловăн. Кĕçĕн, вăтам тата аслă ушкăнсем хушшинче пирĕн районти Ваня Порфирьев, Юля Осипова, Кристина Петрова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăтам ушкăнра Канаш хулинчи Маша Шашкова – çĕнтерÿçĕ.

Республикăри 35 педагог тата 66 вĕренекен "Эпир пĕр çĕр çыннисем" пултарулăх фестивальне хутшăннă. Вĕсем ÿкерчĕксем, плакатсем, эссесем, сочиненисем, вĕренекенсем хăйсене тыткалассин толерантноçĕ енĕпе педагогика ĕçĕсем тăратнă. Фестиваль тĕллевĕ – тăнăçлăх идейисене пропагандăласси, нацисем хушшинчи пĕрлĕхе çирĕплетесси.

Канашри 16-мĕш професси училищин воспитанникĕн Сережа Моисеевăн ÿкерчĕкĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Педагогсем хушшинче финала 10 ĕç суйласа илнĕ. 16-мĕш профучилищин директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Ирина Романован, Ольга Петрова социаллă педагогăн, 22-мĕш училищĕнчи Алена Павлова педагог-психологăн ĕçĕсене пысăк хак панă.

2008-2009 çулхи вĕренÿ çулĕнче ирттернĕ шкул ачисен спартакиадине Çамрăксен çулталăкне халалланă. Нумаях пулмасть ăна пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче атнашсем малта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – хучелсемпе шелттемсем. Вăтам пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче чакаçсем чи нумай балл пухнă. Иккĕмĕш кăтарту – пайкилтсен, виççĕмĕш – вăтапуçсен. Командăсене дипломсемпе наградăланă, шкулсен дирокторĕсемпе физрукĕсене Тав çырăвĕсем панă.

"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцине хутшăнса йĕркеленĕ мероприятисене çутатса тăрас енĕпе активлă пулнăшăн Катек, Сухайкасси, Вăтапуç, Ухман, Аслă Мами, Хучел, Атнаш шкулĕсене грамотăсемпе тата парнесем парса хавхалантарнă. Чакаç, Энтрияль, Шуркасси тата Янкăлч шкулĕсем Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Вăтакас Кипеч ял тăрăхне "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцине активлă хутшăннăшăн тав тунă. Районта çамрăксен политикине аталантарассинче Ачча, Шăхасан, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсем хастар. Вĕсене грамотăсемпе парнесем панă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика