11 декабря 2009 г.
Ытларикун район администрацийĕнче электронлă документсемпе усă курассине пурнăçа кĕртессипе, уставсене регистрацилессипе çыхăннă ыйтусемпе республикăн кăнтăр районĕсен ертÿçисемпе канашлу иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ĕçтешĕсене Канаш çĕрĕ çинче пухăннă ятпа саламларĕ, канашлăва ăнăçлă, усăллă ирттерме сунчĕ. Ларăва Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л.Читнаев ертсе пычĕ.
Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн ХI съездĕнче çĕршыв ертÿçисем пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев лартнă – "Электрон правительстви" проекта активлăн пурнăçласси. Çавна май республика пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Чăваш Ене "справкăсемсĕр ĕçлекен республика" тăвас тĕлĕшпе тăрăшма чĕнсе каланăччĕ. Унта патшалăх тата муниципалитет институчĕсемпе эффективлă çыхăну тытма халăх валли пур енчен те условисем пулмалла. Иртнĕ çулсенче çак тĕллеве пурнăçлама çирĕп никĕс йĕркеленĕ, çавна май Чăваш Ен информаципе коммуникаци технологийĕсене аталантарас енĕпе Мускав, Тюмень облаçĕсемпе, Ханты-Манси округĕпе пĕрле малтисен йышĕнче. "Электронлă правительство" урлă бюджетпа тухăçлă усă курса республикăн Раççей Федерацийĕнче пилот регионсен ушкăнне кĕме шанăç пур. Çакă муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарас ĕçре витĕм кÿрет.
Электронлă документ хатĕрлесси – яваплă ĕç. Апла пулин те çак майпа ĕçлени тухăçлă. Çулталăк вĕçлениччен муниципалитетсене халăха электрон хатĕрĕпе пулăшу кÿмелли плана туса çитермелле.
Канашлура Çыхăнупа информатизацин Чăваш Республикинчи Патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А.Сидоренко электронлă документсен çаврăнăшне (СЭДО) хута ярассипе тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. СЭДО системине хăш-пĕр районсенче ял тăрăхĕсене те çитернĕ. Унпа кашни сотрудник ĕçлеме пултармалла. Республикăра çывăх вăхăтрах кашни сферăн, сăмахран, медицина, культура, вĕрентÿ, транспорт тата ытти сферăсен, хăйсен порталĕсем пулĕç. Электронлă документсемпе усă курни бюджет укçи-тенкине палăрмаллах перекетлеме пулăшать, терĕ Александр Николаевич.
Раççей Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Грицай вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен уставĕсене электронлă майпа регистрацилемелли йĕркепе паллаштарчĕ. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче Устава кĕртнĕ улшăнусемпе хушăмсем çинчен тунă йышăнусене управленине палăртнă срокра ярса памалла. Пухура йышăну тăвиччен малтан йышăну проекчĕ хатĕрлесен аванрах. Документа тĕрĕс хатĕрлес тесен РФ Юстици министерствин республикăри Управленийĕнчи ĕçлев ушкăнĕн сотрудникĕсемпе канашласан çăмăлрах пулĕ. "Устав е ытти документ хатĕрленĕ чухне пирĕн сотрудниксемпе çыхăнса ĕçлесен йăнăшсем сахалрах пулĕç. Çапах та, тепĕр хут калатăп: сроксене çирĕп пăхăнмалла", – терĕ А.Грицай.
ЧР Экономикăпа суту-илÿ министерствин тĕп специалист-эксперчĕ М.Афанасьев, Çыхăнупа информатизацин патшалăх комитечĕн тĕп специалисчĕсем Н.Озеровпа А.Платонов аукционсене электронлă майпа мĕнле ирттермелле, порталсем хатĕрлемелли çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Электронлă документ çаврăнăшне йĕркелессипе Шупашкар районĕн порталне тĕслĕх вырăнне илсе усă курма сĕнчĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.