АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун сакки шăрпăклă

09 декабря 2009 г.

ПАЛĂРТНĂ СУММĂНА ТŸЛЕСЕ ТĂМАН

Николаевпа Гурьева (хушамачĕсене улăштарнă) хăйсене арăмĕпе упăшки пек тыткаласа "Техника" магазина пырса кĕнĕ. Унта вĕсем хăйсене килĕшекен компьютера суйласа илнĕ. Банк менеджерĕ патне пырса кредит илмелли хут хатĕрлеме ыйтнă. Гурьева Комсомольски районĕнчи пĕр хуçалăхра диспечерта ĕçлетĕп, ĕç укçи уйăхне 20 пин тенкĕ тенĕ, суя телефон номерĕ панă, хуçалăх ертÿçин хушаматне тĕрĕс мар кăтартнă. Çапла майпа 12 уйăха 34099 тенкĕ те 60 пуслăх кредит илме килĕшÿ тунă.

Гурьевăпа Николаева компьютер, монитор туяннă. Малтанхи взнос, 3620 тенкĕ, тÿлесе хăварнă. Çав кунах компьютера Маркова (хушаматне улăштарнă) 10000 тенкĕпе сутса янă. Кредит килĕшĕвĕнче палăртнă уйăхсерен тÿлемелли суммăна пурнăçласа пыманнипе кăçалхи ака уйăхĕ тĕлне парăм 44118 тенкĕ те 35 пуса çитнĕ.

Суд йышăнăвĕпе Николаевпа Гурьевăна тивĕçлĕ наказани панă.

ЫВĂЛНЕ ВĔЛЕРНĔШĔН

Виçĕ çул каялла Волкова ÿсĕрпе Павлова (иккĕшĕн хушаматне те улăштарнă) пĕле тăрах хĕнесе вĕлернĕ. Çакăншăн ăна 10 çула ирĕк прависĕр хăварнă. Нумаях пулмасть Волковăна условно ирĕке кăларнă. Ывăлне вĕлернĕшĕн тата мораль енчен сиен кÿнĕшĕн Павлова Волковăран 500 пин тенкĕ шыраса илме суда тавăç тăратнă.

Павлова суда килейменни çинчен телеграмма ярса пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл унăн интересĕсене Чернов (хушамачĕ хăйĕн мар) хÿтелесси пирки пĕлтернĕ.

Ответ тытакан Волкова саккунпа килĕшÿллĕн явап тытма хирĕç мар пулнине каланă, анчах та мораль енчен сиен кÿнĕшĕн тÿлеме çакăн чухлĕ укçа çук тенĕ. Хăй те, упăшки те пенсионерсем пулнине, хĕрĕ ĕçсĕр ларнине шута илме ыйтнă.

Суд Волковăран 180 пин тенкĕ шыраса илме йышăну кăларнă.

.

САКĂР ÇУЛА ХУПНĂ

Утă уйăхĕн пĕр кунĕнче Ю.Юдин (хушаматне улăштарнă) каçхине тăххăр çитеспе эрех ĕçсе лартнă арăмĕпе вирлех хирĕçсе кайнă. Урса кайнă арçын хĕрарăма алли-урисемпе пĕр хĕрĕх хутчен çапса-тапса пĕтернĕ. Лешĕ йывăр сурансене пула тăна кĕме-сĕрех пурнăçран уйрăлнă.

Суд çак преступленишĕн Юдин айăплă пулнине çирĕплетсе панă. Çын вĕлерене сакăр çула хупнă. Çак вăхăта вăл ĕçлесе юсанмалли çирĕп режимлă колонире ирттерĕ. Кунта шутламалăх вăхăчĕ тем чухлех. Анчах та чылай чухне тĕрмерен юсанса мар, тата хытăрах пăсăлса таврăнаççĕ.

ÇĔÇĔ ЯРСА ИЛНĔ ТЕ...

Кухньăра арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне усал сăмахсемпе хăртма тытăннă. Хирĕçĕвĕн сăлтавĕ – хаяр шĕвек. Данилова (хушаматне улăштарнă) çиллине ниçта вырнаçтарайманнипе çăкăр касмалли çĕççе ярса илнĕ те арçынна мăйĕнчен тата кăкăрĕнчен яшлаттарнă. Тепĕр сехетрен лешĕ вилсе кайнă.

Халĕ Данилова тĕрмере ларать. Ăна сакăр çула кирпĕч шутлама янă.

ЧĔРТСЕ ЯМА ХĂТЛАННĂ

Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Борзов ялта амăшĕ патĕнче самаях ĕçсе лартнă. Картишĕнче ларакан газ баллонĕн вентильне уçнă та зажигалка илсе пынă. Вут хыпса илнĕ. Çунакан баллона арçын çурт еннелле тĕртнĕ. Амăшĕ чупса çитнĕ. Кÿршĕсем чупса килнĕ те вентиле хупнă. Çапла майпа пÿрте тата унти пурлăха çулăмран çăлса хăварнă.

Тепĕр пилĕк кунтан Борзов ÿсĕрле пÿртри чÿрече каррине, кравать айне хутсем купаласа чĕртсе янă. Тĕтĕм шăршине сиссе пÿрте амăшĕ кăшкăрса кĕнĕ. Часах ял çыннисем те персе çитнĕ. Туххăмрах вут-çулăм çулне пÿлсе хунă.

Вутпа "ашкăннăшăн" Борзова çулталăк çурăна амăшĕнчен уйăрнă. Çак вăхăта вăл колонире ирттерĕ. Анчах та унта ăна ăс кĕрĕ-ши; Тĕрĕс çул çине тăрĕ-ши;

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика