АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭЛЕКТРИЧЕСТВО ХАТĔРĔСЕНЕ ЮСАВЛĂ ТЫТМАЛЛА

09 декабря 2009 г.

Пушарсене тишкернĕ май çакă паллă: вĕсенчен ытларахăшĕ электропроводка юсавсăр пулнипе алхасаççĕ. Çавăнпа та кил-çурт, хуралтăсем хăпартакансене электропроводка монтажне тунă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтса калас килет.

Электричество прибо-рĕсемпе усă курнă чухне юрăхсăра тухнă проводсемпе усă ан курăр, автоматика предохранителесем вырăнне хăвăр тĕллĕн ăсталанă хатĕрсене ан вырнаçтарăр. Электролампăсене хут тата пусма таврашĕсемпе чĕркесе ан хурăр. Утюгпа, электрочайникпа тата электроплиткăпа усă курнă чухне тĕпне çунман ятарлă хатĕр хурăр.

Вут-кăвар хăвăрт сарăлма пултарасран картишне тата хуралтăсен таврашне таса тытса тăрăр, хăвăрт тивсе илме пултаракан çÿп-çапа ятарлă контейнерсемпе ещĕксенче упрăр. Кашни кил-çурт патнех пулăшу автомашини çăмăллăн çитсе ларма пултартăр.

Хамăр асăрхануллă пулсан тата пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнсан инкеке сирсе яма пулĕ.

А.НИКОЛАЕВ, 15-мĕш ПЧ начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика