09 декабря 2009 г.
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Анне кунне, раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Палăртнă кунсенче çак çынсем патне тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшаççĕ. Тимлĕхĕ вара вĕсене кашни кунах кирлĕ.
Сиккассинчи культура ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ уявсене, паллă кунсене ирттерме яланах тăрăшса хатĕрленеççĕ. Хăйсем те: "Мероприятисене ячĕшĕн кăна туса ирттерме хăнăхман эпир", – теççĕ. Аннесен уявĕ те, Инвалидсен кунĕ те кăмăллă иртрĕ.
Нумай ача çуратса тĕрĕс воспитани панă, вĕрентсе çын тунă, халĕ ĕнтĕ ачисем хăйсем те сумлă çынсем пулса тăнă, хĕрарăмсене-амăшĕсене – чыслама пухăнчĕç малтанхи кун. Ялти тĕслĕх библиотека ĕçченĕсем Зинаида Мукшинăпа Валентина Мурзукова çав тери лайăх программа хатĕрленĕ. Вĕсем вуланă сăвă йĕркисем, ăслă çынсен шухăшĕсем пухăннисен чунĕсене пырса тиврĕç, аннесем шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе типĕтрĕç. Аса илÿ нумай пулчĕ. Хĕрарăмсем – ваттисем те, çамрăккисем те – ача çуратса ÿстерме мĕн чухлĕ вăй, чăтăмлăх, юрату кирли çинчен пĕр-пĕринпе калаçса чунĕсене уçрĕç. Сахал мар ятлă, сумлă, ĕçчен, ырă ачасем çуратса ÿстернĕ Сиккассинчи аннесем. Паян та йышлă вĕсем – пепкисене ырă кун-çуллă тăвас тесе ырми-канми тăрăшакансем.
Аннене суйлама çук. Юратсан та, ырă сунсан та, хăтăрса ятласан та вăл пирĕн анне. Пире çĕр çинче пурăнма çуратнăшăн кăна ăна тем пысăкăш тав. Анне пулма мĕнлереххине хамăр анне пулсан тин ăнланма пуçлатпăр мар-и. Аса илмелли, пĕр-пĕрне каласа памалли, сĕнмелли, канашламалли, савăнмалли нумай пулчĕ тĕл пулура. Пĕрле йĕрсе те илчĕç хĕрарăмсем. Ялти клуб ĕçченĕсемпе чăвашсен ĕлĕкхи юррисене шăрантарчĕç.
Инвалидсен кунне те чылаййăн пуçтарăнчĕç. Çак куна халалланă мероприяти, кунĕ хаваслах мар пулин те, интереслĕ иртрĕ, пухăннисен чĕрине çĕкленÿллĕ туйăм кÿчĕ. Мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿссе ирттерме тивсен те чунпа хуçăлмаççĕ инвалидсем. Пурнăçа та урăхларах кураççĕ, ырра шанаççĕ. Вĕсем те ялти культура ĕçченĕсемпе пĕрле чăваш юррисене кăмăл туличчен юрларĕç. "Тата тепĕр тапхăр пурăнмалăх вăй кĕчĕ паян", – терĕç вĕсем сывпуллашнă май.
И.АНДРЕЕВА.
ŸкерчĔкре: Сиккассинчи уява пуçтарăннă аннесем.