09 декабря 2009 г.
Пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ ку ĕç. Кипеч тăрăхĕнчи Çÿлти Вăрманъялта. Тăватă арçын, Артемьев, Алексеев, Иванов тата Волков (çакăн пек хушаматсемпе палăртар-ха вĕсене), пĕрле пуçтарăннă та "ГАЗ-52" машинăна тапратса çула тухнă. Вăрмана кайса вутă хатĕрлесе илсе килмелле пулнă вĕсен. Каланă – тунă, çитменнине транспорт та алă айĕнчех. Бензопăчкăсем те кашнийĕн тенĕ пекех пулнă. Тăватă вăй питти арçыншăн пĕр машина вутă хатĕрлесси мĕн вăл. Вăрмана кайма хĕтĕртекенни, Артемьев, юлташĕсене йывăçсене касма ирĕк илнĕ тесе ĕнентернĕ.
Чăнах та, арçынсем вăрмана кайнă. Чĕрĕ йывăçсенех пĕрин хыççăн теприне йăвантарнă, тураттисене иртнĕ, сыпăланă. Киле турттарса килнĕ, татса-çурса купаласа хунă. Пĕр кун кăна кайман вĕсем вутă хатĕрлеме. Пĕрре, иккĕ тейĕпĕр, анчах виççĕмĕш кунне лесник аллине çакланнă. Хăйсем вăрмана чылай шала кĕнĕ пулин те, мотор сасси таçта аякка каять çав. Вăрман хуралçи те "чĕнмен хăнасен" йĕрĕ çине часах ÿкнĕ. Тин çеç "çуралнă" тункатасем тăрăх вĕсем мĕнле йывăçсем пулнине пĕлме йывăрах пулман.
Çапла вара вăрман сăтăрçисен суд сакки çине ларсах явап тытма тивнĕ. Миравай судья вĕсене патшалăх хыснине 75911 тенкĕ штраф тÿлемелле тунă.
С.НИКИТИНА, районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.