09 декабря 2009 г.
Çур çул каялла старт илнĕ "Аякри ялсенче пурăнакан ветерансене – халăх тимлĕхĕ тата пулăшăвĕ" акци Уçырма ял тăрăхĕнчи Кĕлте Çулне тата Шаккăл тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялне çитрĕ. Район ертÿçисемпе вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе, тылра ырми-канми вăй хунă ватă çынсемпе тĕл пулу ирттерчĕç, ветерансене манманнине палăртса кашнинех парне пачĕç. Вăрçăра пулнисем хăш-пĕр ялта вуçех çук ĕнтĕ паян, тыл ĕçченĕсем те сахаллансах пыраççĕ. Пысăк йышран тăракан ушкăнпа тĕл пулса калаçсан ватăсем савăнаççĕ. Вĕсем калаçури, юрăсенчи кашни сăмаха чĕре патне илсе ит-леççĕ.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров, ветерансен районти канашĕн председателĕн çумĕ Р.Борисова, РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ Ю.Петрова, районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтеркен центр ĕçченĕ Е.Дубова хăйсем енчен ватăсене мĕнле пулăшу кÿме пултарни çинчен питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Паян пенсипе çыхăннă саккуна кĕртнĕ улшăнусем çинчен нумай калаçаççĕ. Пенси ÿсет: камсен ÿсет, мĕн чухлĕ ÿсет... Çакăн çинчен Юлия Владимировна питĕ ăнланмалла каласа пачĕ. Раиса Сергеевна ветерансем "Вега" санаторие канма-сипленме каяс тесен мĕн тумаллине ăнлантарчĕ.
Кĕлтеçулĕнче пурăнакан халăх йышĕ пысăк мар, ветерансем те сахаллăн. Р.Гаврилова, П.Козлов, А.Краснов тыл ĕçченĕсем нуша тути-масине çителĕклех астивнĕ пулин те, мал ĕмĕтлĕ, шÿтлеме те пултараççĕ. Çĕршыври лару-тăрăва та лайăх пĕлеççĕ. Павел Осипович Козлов ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Ватă пулин те районăн социаллă пурнăçĕпе экономики еплерех аталанса пынине пĕлсе тăрать. Ăнтавăш, Кипеч тăрăхĕнчи çĕрсем усăсăр выртнишĕн пăшăрханса калаçать. Ĕлĕк ял çыннине тăрантарнă çĕрсем майĕпен вăрман пулса пынине курсан чăннипех те пăшăрханаççĕ ватăсем. Çакă вĕсен калаçăвĕнчен хытах сисĕнет.
Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче тыл ĕçченĕсемпе вăрçă участникĕсем вуннăн. Анчах хăшĕсем вырăнпах выртаççĕ, теприсем сывлăх начаррипе тухса çÿреймеççĕ, виççĕмĕшĕсене ачисем хулана илсе кайнă. В.Никитина, М.Орлова, Е.Сергеева, В.Сергеева, Л.Кузьмина, Ф.Игнатьева, М.Герасимов, П.Герасимова, С.Николаева, С.Васильев – ялти аслă ăру çыннисем, ĕç ветеранĕсем. Ялти фельдшер пунктне тĕл пулăва килнисем питĕ кăмăллăн юлчĕç. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем Л.Никифорова, В.Борисова, В.Стекловпа А.Николаев юрланă илемлĕ чăваш юррисене сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. Чăнах та, шутсăр лайăх юрлаççĕ районти артистсем. "Ай-яй, кун пек юрланине эпир хăçантанпа курман. Сассисем мĕнлерех тата... Веç вăй кĕрсе кайнă пекех туйăнчĕ, питĕ савăнтăмăр", – терĕç ветерансем хăйсене манманшăн тав туса куçĕсене шăлнă май.
И.ВЛАДИМИРОВА.