АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂМАХ ЭТКЕРЛĔХПЕ ÇĔНЕТŸ ÇИНЧЕН ПЫЧĔ

09 декабря 2009 г.

Чÿк уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш Республикин культура, национальноçсен ыйтăвĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пуçарнипе регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл чăвашсен гениллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши 110 çул çитнине халалласа "Çеçпĕл Мишши тата чăваш литератури: эткерлĕхпе çĕнетÿлĕх" темăпа пулчĕ.

Конференци секцисем çине пайланса ĕçлерĕ. Кăсăклă докладсем пулчĕç. Итленĕçемĕн итлес килет ăсчахсен калаçăвне. Поэтăн сăввисем тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç: чăвашла, туркăлла, вырăсла... Телеграммăсем те килчĕç. "Çеçпĕл" фильмра кăвар чĕреллĕ поэт рольне вылянă Иосиф Дмитриев Казахстанран пысăк салам янă. Сыктывкартан "Çĕн кун аки" сăвва 56-мĕш чĕлхе çине куçарни çинчен çыру килчĕ.

Акă трибуна умĕнче Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ В.Туркай. Унăн хĕрÿллĕ сăмахĕсем чуна хускатрĕç: "Чăваш ячĕпе пĕр пулар! Калас тенине каламалла. Ĕлĕкхине аса илер. Тăванлăх пире тытса тăрать. Паянхи кун пире Çеçпĕл питĕ кирлĕ". Малалла В.Туркай хăй питĕ тĕлĕннине пĕлтерчĕ. Юратнă поэтăмăр çуралнă кун унăн палăкĕ умĕнче ирттернĕ митингра пĕр депутат та, Вĕренÿ министерствинчен, партисенчен никам та пулманнине пăшăрханса каларĕ. "Çеçпĕл вăл – ырату, Çеçпĕл вăл – юрату, Çеçпĕл вăл – шанчăк, Çеçпĕл вăл – эпир!" – çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Çеçпĕл фончĕн ертÿçи.

А.Хусанкай калаçăвне итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Вăл Çеçпĕл чĕлхин космизмĕ çинчен каларĕ, çырăвĕсем роман пулса тăнине çирĕплетрĕ. Поэт чăваш çĕрĕ çине метеор пек вĕçсе килсе поэзире взрыв тăвать, чăваш çăлтăрĕ, вутлă ангел пулса тăрать. Ку вăл – вăхăт пиллени.

Малалла Ю.Сементер Остер хулинчен килнĕ çырăва хумханса вуларĕ. Паллах, хумханмасăр вулама май та çук. Питĕ ăшă, ăслă, туслă çыру. Пирĕн Чăваш çĕршывĕпе Украина хушшинчи çыхăну 1857 çултан пуçланнине (Т.Шевченко аса илĕвĕнчен) каласа хăварчĕ поэт. Ю.Сементер Çеçпĕле юлташĕсем инçе çула кайма укçа, костюм илсе пани, анчах та костюмне вăрласан поэт Крыма çарамас çитни, Н.Рубиспа курса калаçни çинчен аса илчĕ. Ăна Чернигов облаçĕнчи Ивановка ялĕнче Çеçпĕл çинчен çÿрекен легендăсем тĕлĕнтернĕ. Украин халăх поэчĕ С.Репьях Ф.Пакрышень шăллĕн мăнукне шыраса тупнă иккен. Вăл полковник, сăвăсем çырать. Сăввисене çитес вăхăтра пичетлеме пулчĕç.

Антрактра Праски Витти ÿнерçĕпе питĕ ăшпиллĕн калаçрăмăр. Поэт произведенийĕсем тăрăх нумай ÿкерчĕк тунă художник. "Тĕлĕнмелле! Ăçтан вăй тата вăхăт тупатăр;" – тесен, – "Тĕнче 4 енлĕ. Пирĕн чăвашлăх арканса пынине ÿкерсе парас терĕм. Кайран чăвашсем ку мĕнле майпа пулса пынине пĕлеймĕç тата", – шÿтлерĕ вăл.

Тухса калаçакансем Çеçпĕл Мишши чăваш поэчĕ кăна мар, Раççей поэчĕ те, терĕç.

В.Станьял, литературăри аксакал, Çеçпĕл çÿренĕ вырăнсенче пĕтĕмпех пулнине пĕлтерчĕ. Филиппова, Ирхине, Шелепине курса калаçнă вăл. Ваçанкка вилес умĕн Çеçпĕлĕн çырăвĕсене, дневникне çунтарса янине каласа хăварчĕ, тет. Теччĕре Можаевсен çурчĕ пур, унта В.Станьял П.Бекшанскипе икĕ кун пурăннă. Студентсемпе курни-илтнине нумай çырса илнĕ. Çырнисен пуххи 4 пайлă. Хальлĕхе икĕ пайне анчах кăларнă.

Украинăра чи малтан вĕсем ялти ватăсемпе пĕрле Ф.Пакрышень вил тăприне шыраса тупнă. Н.Рубис Ф.Пакрышень çинчен те, Çеçпĕл Мишши çинчен те нумай пĕлнĕ. Çеçпĕл вилĕмĕ çинчен те. Çеçпĕле пытарнă вырăна тĕрĕс пĕлмеççĕ. Унта пурăнакансем каланă тăрăх, çав тĕлте нимĕçсен 2-мĕш çарĕ выртса юлнă. Вилесĕр пĕр татăк çĕр те çук унта. Кайса чавма Станьяла ирĕк паман. Студентсемпе тепре кайса пăхасшăн пулнă вăл. Лартнă юпа та халĕ хăй вырăнĕнче мар, тракторпа тасатма пултарнă, терĕ. Çеçпĕл пек шăпаллă çын çук, вăл ытти поэтсенчен уйрăлса тăрать. Истори вăл пин çынран пĕрне суйласа илет, Çеçпĕл Мишши – эталон, ун пек пулма пулмасть, тесе вĕçлерĕ калаçăвне тĕпчевçĕ.

Вĕрентекенсем валли В.Родионов ертсе пыракан секцире питĕ паха материал пулчĕ. "Катаран каç килсен" сăвва тишкерчĕç. Сăввăн хăйĕн пĕрлĕхĕ пур; çыннăн кĕлеткине татма çук, çавăн пекех сăвва та татса илсе калаçма çук. Тишкерÿре текст пĕрлĕхĕ кирлĕ. Наука никĕсĕ пулсан вара эс каланине никам та хирĕçлемест. Сăвва тĕпченĕ чух интонацие тĕпе хурса тĕпчемелле. Çеçпĕл сасăпа, ÿкерчĕкпе вылять. "Тинĕсе" сăвва аллитерациллĕ сăвă тенĕ. Ваçанкка каланинчен: "Сасăсем тăрăх тутар сăввисенче аялтан туртса пыни пур Çеçпĕлĕн". Тепĕр 10 çултан П.Хусанкайăн "Каçхи мĕлкесем" ятлă сăвви кун курать. Тен, автор Çеçпĕл сăввипе калаçать; Содержанийĕпе форми пĕр пек килет". Писательсемпе поэтсем нумай тухса калаçрĕç ку ыйтупа.

Тĕлпулу В.Родионовăн "Сеспель – цветок земли и неба" кĕнекин тишкерĕвĕпе вĕçленчĕ. Питĕ сăпайлă калаçрĕ автор. Улăпла ĕç тунă. Кĕнекене 20 çул хушши çырнă. Аса илÿсемпе анлă усă курнă. Кунта пĕтĕмпех халăх шăпи сăнланнă. Залри çынсем Виталий Григорьевича çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа хĕрÿллĕн саламларĕç, чăваш халăхне кăна мар, ытти регионта пурăнакансене те кирлĕ кĕнеке терĕç, сĕнÿсем пачĕç. Ку кĕнеке этнографсемпе историксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çапах та шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн тата та пахарах.

Л.ТАРАСОВА. Шăхасан шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика