09 декабря 2009 г.
Тунтикун район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен йăлана кĕнĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче çичĕ ыйту пулчĕ. Ăна яланхи пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров тухса калаçрĕ. Юрий Николаевич кăçалхи 11 уйăхра районти çулсем çинче хăрушсăрлăх мĕнле лару-тăрура пулни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл вара çав-çавах лăпкă мар-ха. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал пĕр автоинкек сахалрах пулнă. Çав хушăрах вилекенсен шучĕ пысăкланнă: 18 (иртнĕ çулта 14 пулнă). Аманннă çынсен хисепĕ – 94 (пĕлтĕр 85). Автоинкеке лекнĕ ачасен йышĕ те хушăннă: 6, пĕри пурнăçран уйрăлнă, пиллĕкĕшĕ суранланнă.
Çул-йĕр инкекĕсем тĕпрен илсен ытларах "Çĕрпÿ-Ульяновск" федераллă трасса çинче пулса иртеççĕ: кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 36 пулнă, вĕсенче 56-ăн аманнă, 11-ĕн вилнĕ. Хăрушă участоксем – Асхва тата Вырăскас Пикших, Кăшнаруй тата Анат Сурăм, Шăхасан ялĕсем çывăхĕнче. Вырăскас тата Асхва çумĕнче çуран çынсене таптанă тĕслĕхсем час-час. Инкексен тĕп сăлтавĕ – çутă çукки.
Чылай чухне автоинкексем хăвăртлăх куçăмĕн конкретлă условийĕпе килĕшсе тăманнипе, хирĕçле юхăма сиксе тухнипе, дистанцине тĕрĕс мар суйласа илнипе, çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли йĕркесене пăхăнманнипе, руль умне ÿсĕрле ларнипе пулаççĕ. ГИБДД уйрăмĕн сотрудни-кĕсем отчетлă çулталăкăн çак тапхăрĕнче çул-йĕр правилисене 8987 хутчен пăснине палăртнă. 209-шĕ транспорт хатĕрне ÿсĕр пуçпа тытса пынипе. 120 водителĕн правине 1,5 тата 2 çула туртса илнĕ.
"Техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă предприяти директорĕ В.Иванов предприятин 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе тата çурт-йĕре приватизацилесси епле пынипе паллаштарчĕ. Çак енĕпе уйрăмах Вăтакас Кипеч, Ямаш, Уçырма, Шăхасан, Асхва ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртса хăварчĕ.
Ял тăрăхĕсем çумĕнче Çамрăксен канашĕ кирлех. Çак шухăша районти вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ А.Павлова залра ларакансем патне çитерчĕ. Канашăн тĕллевĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн спорт тата культура мероприятийĕсене хутшăнас активлăхне ÿстересси. Унăн составне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, специалисчĕсене, культура çурчĕсен директорĕсене, клубсен администраторĕсене, илемлĕх ертÿçисене, библиотекарьсене, фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующисене, физкультура учителĕсене, ĕçре, обществăлла пурнăçра хастар 2-3 çамрăка кĕртме сĕнчĕç. Кварталта пĕр хутчен ял тăрăхĕн ларăвĕнче Çамрăксен канашĕн ĕçне сÿтсе явмалла, çамрăксемпе ирттермелли мероприятисен графикне хатĕрлесе çирĕплетмелле.
Ачча, Энтрияль тата Шăхасан ял тăрăхĕсенче çамрăксемпе ĕçлесси аван пулса пырать. Ытти ял тăрăхĕсенчи çамрăк ăру та активлă пултăр тесен Çамрăксен канашĕ кирлех.
Юлашки виçĕ уйăхра район администрацийĕн официаллă сайтне 545 информаци вырнаçтарнă, 49-ĕшне Чăваш Республикин администрацийĕн сайтне лартнă. Ял тăрăхĕсен 265 информацийĕ районăн тĕп сайтĕнче вырăн тупнă. Информаци уйне анлăлатас енĕпе Шăхасан, Уçырма, Сиккасси, Çеçпĕл, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч, Вăтапуç ял тăрăхĕсем аван ĕçленине палăртмалла.
Йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Германова ял тăрăхĕсен официаллă сайчĕсен ĕçĕсене тишкерсе тухрĕ. Чÿк уйăхĕнче Уçырма (95 информаци), Вăтакас Кипеч (93), Шăхасан (54) ял тăрăхĕсем тухăçлă ĕçленĕ. Шаккăл, Хучел, Янкăлч, Атнаш ял тăрăхĕсен специалисчĕсем çак енĕпе ĕçсене лайăхлатасса шанас килет.
Нумаях пулмасть пĕтĕм çĕршыври пекех пирĕн районта та Аннесен тата Инвалидсен кунĕсен ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç. Вĕсене мĕнле йĕркелени пирки районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова каласа пачĕ. Валентина Георгиевна хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çакăн çине сÿрĕккĕн пăхнине кăмăлсăррăн пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ çул çывхарса килет. Çак енĕпе нумай ачаллă çемьесем валли хаваслă уявсем йĕркелеме палăртаççĕ. Паллах ытти тĕрлĕ мероприятисем те ирттермелле. Çав мероприятисенчен чи пысăкки, чи савăкки ваттишĕн те, вĕттишĕн те – симĕс те капăр чăрăш тавра карталанса юрлани, ташлани, бал-маскарад, вăйă-кулă.
Канашлура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене хваттерпе тивĕçтересси пирки те сăмах хускатрĕç. Вĕсем мĕнле, ăçта пурăннине тĕплĕн тишкерсе пурнăç условийĕсене лайăхлатас текенсен черетне тăратас пирки калаçрĕç.
Обществăлла инфратытăм аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ С.Николаев ял тăрăхĕсен чиккисене çырса палăртас ĕç епле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Çак ĕçе вăраха ямалла марри çинчен каларĕ. Тĕрĕссипе каласан калаçу çакăн пирки чылайранпа пырать ĕнтĕ. Яваплăха туйса тăрăшсан кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра, кирлĕ пулсан маларах та вĕçлеме пулатех. Сергей Германович каланă тăрăх, ялсене пырса кĕрсен Çĕнĕ çул çывхарнине сисместĕн. Вĕренÿ, культура, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çурчĕсене илемлетме вăхăт ĕнтĕ. Уйрăмах Çĕрпÿ-Ульяновск трасса хĕрринче вырнаçнă социаллă объектсем Çĕнĕ çул капăрлăхĕпе илĕртчĕр тесе тăрăшмалла. Ытти çулсенчи пекех чи лайăх илемлетнисен конкурсĕ пулĕ.
Хучел тата Ухман ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н.Степановпа З.Борисова тирпей-илем кÿресси, профилактика канашĕн ĕçĕсем, налук пуçтарасси, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласси, Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкне ирттерес енĕпе палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртесси, обществăлла ĕçсене йĕркелесси, халăха вăхăтлăх ĕç тупса парасси мĕнле пулса пыни çинчен каласа пачĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл халăха электрон хатĕрĕсемпе пулăшу кÿмелли план çинче чарăнса тăчĕ, "Электрон правительстви" проекта пурнăçа кĕртнин усси çинчен каласа пачĕ. Владислав Васильевич çитес çул йывăр пулассине аса илтерчĕ, апла пулсан район администрацийĕн яваплăхĕ ÿсет. Район умĕнче тăракан задачăсене пурнăçлас тесен мĕн пултарнине пĕтĕмпех тумалла. Кунта чи малтан укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курмалла. Тĕрĕсрех каласан бюджет укçине перекетлеме вĕренмелле. Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ предприятисен, организацисен тата учрежденисен ертÿçисене "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Марафонăн çум председателĕсем – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Урăх çĕршывсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ К.Косачев. Марафонăн тĕллевĕ – çамрăк талантсене укçа-тенкĕпе пулăшасси, инвалид-ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене медицина пулăшăвĕ парасси.
В.АЧЧА.