04 декабря 2009 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 212-ФЗ тата 213-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунсем 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăйа кĕреççĕ.
Çак саккунсен тĕллевĕсенчен пĕри вăл пенси шайне ÿстересси.
Çакна пурнăçлама саккуна çакăн пек çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ,
- пенсисене валоризаци тăвасси,
- пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тупăшпа тивĕçтересси,
- ĕç стажне нумайлатма хавхалантарма ĕç пенсийĕн страховани пайне кĕрекен палăртнă тĕп виçене 2015 çултан ÿстересси.
Валоризаци - вăл 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йĕркеленнĕ граждансен пенси правине укçан хакласа хушса ÿстересси. Валоризаци йĕркипе кашни çынăн 2002-мĕш çул тĕлне пухăннă пенси капиталĕ 10: хăпарать, тата 1991- мĕш çулчченхи кашни ĕçленĕ çулшăн 1 -ер процент хушăнать.
Камăн 2002 çулччен ĕçленĕ стаж пур, çак йĕрке пурне те пырса тивет. Уйрăмах валоризаци йĕркипе Совет влаçĕ вăхăтĕнче нумай ĕçленĕ çынсен пенсийĕ ÿсĕ.
Валоризаци пенсионерсене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ тивĕçлĕ канăва тухмалли çул çитмен граждансене те пырса тивет. Енчен те вĕсен ĕç стажĕ 1991-мĕш çул хыççăнхи кăна пулсан, расчетлă пенсии капиталĕ 10 процент ÿсет.
Халĕ пенси капиталне шутланă чухне хĕрарăмсен чи пысăк стажĕ - 40 çулпа, арçынсен - 45 çулпа танлашать. Ватлăхра паракан пенсие çăмăллăхсемпе усă курса маларах тухнă граждансен хăш-пĕр категорийĕсемшĕн вара чи пысăк стаж тата сахалтарах. Калăпăр, пилĕк е ытларах ача çуратнă, вĕсене сакăр çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсен - 35 çул, куç курманнипе 1 группăри (III-мĕш степень) инвалидсен: арçынсен - 35 çул, хĕрарăмсен - 30 çул.
Валоризаци коэффициентне шутланă чух вара пĕтĕм ĕç стажне йышăнмалла тунă. Валоризаци йĕркипе 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕчченхи пенси ирĕкне хакланă чухне стажа кĕртнĕ тапхăрсенех шута илеççĕ, анчах та ăна чикĕлемеççĕ.
Валоризаци пирки пенси капиталĕ мĕн чухлĕ ÿсесси ĕç стажĕнчен килет. Çавна май кашни çынăн пенси хăпарни тĕрлĕрен пулать.
Пенсионер 2002 - мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçлемен пулсан,пенси мĕн чул ÿснине кăçалхи декабрь уйăхĕнче илекен ĕç пенсийĕн страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутласа шутлама пулать.
Тĕслĕхрен, пенсионерăн 1991 çулчченхи ĕç стажĕ 46 çул та 1 уйăх. 2002 -мĕш çул хыççăн ĕçлемен. 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче унăн ĕç пенсийĕн виçи 4482 тенкĕ, вăл шутра 2562 тенкĕ - тĕп пайĕ (1-мĕш декабрьтен ÿстернине шута илсе), 1920 тенкĕ - страховани пайĕ.
Валоризаци валли тулли 46 çул стажа тĕпе хураççĕ. Пенсин страховани пайĕ 1991 çулчченхи кашни çулталăкшăн 1-ер процент ÿстернипе 46 процент хăпарать тата 2002-мĕш çулччен ĕçленĕшĕн 10 процент пысăкланать - пĕтĕмĕшле хушăм 56 процентпа танлашать.
Халĕ çакна укçа çине куçаратпăр, пенсин страховани пайне валоризаци проценчĕ çине хутлатпăр - 1920 тенкĕ х 0,56 (ноль тулли те аллă ултă çĕрмĕш çине хутлани) 1075 тенкĕ те 20 пуспа танлашать. Валоризаци тунă ÿсĕм - 1075 тенкĕ те 20 пус.
Çапла вара, пенсин пĕтĕмĕшле виçи 5557 тенкĕ те 20 пуспа танлашать, вăл шутра: 2562 тенкĕ - пенсин тĕп пайĕ, 2995 те 20 пус - страховани пайĕ.
Килес çулхи валоризацине ĕç пенси илекенсем кăна тивĕçлĕ пулаççĕ - ку вăл ватлăхпа, инвалидлăхпа тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе ĕç пенсийĕ илекенсем. Çав шутра Пенси фондĕнче страховани пайне илекен çар пенсионерĕсем те. Валоризаци шучĕпе ĕç пенсийĕн страховани пайне ĕç стажне кура ÿстереççĕ. Социаллă пенсисене валоризаци тумаççĕ.
Пенси прависене çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен валоризацилессине пенси валли тăратнă хутсем тăрăх шутлаççĕ, ăна палăртма заявлени кирлĕ мар.
Енчен те пенсионерăн хăйĕн пенсине ÿстерме пулăшакан документсем пур пулсан, калăпăр, 1991- мĕш çулччен ĕçлени çинчен, çак хутсене Пенси фончĕн районти управленине çитерсе памалла, заявлени çырмалла. Енчен те вĕсене кăçал е çитес 2010 çул вĕçлениччен çитерсен, валоризаци укçине Саккун вăя кĕнĕ кунран (2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен) тытăнсах тÿлĕç, 2011 çулта çитерсен - заявлени панă хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен.
С. ВАСИЛЬЕВА,
пенси тÿлекен пайĕн пуçлăхĕ.