АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРНЕ ТЕ ШЕЛЛЕСЕ ТĂМАН

04 декабря 2009 г.

"Кил-çуртра чашăк-тирĕк шакăртатасси пулать ĕнтĕ", – теççĕ хăшĕсем çемьери лару-тăрăва хакланă чухне. Анчах та вăл хăш-пĕр çемьере час-часах тата вăйлах шакăртатать, кирлех-тĕк, вансах каять.

Хучел тăрăхĕнчи Ямăрса ялĕнче пурăнакан Игнатьевсен (чăн хушамачĕ урăхла) килĕнче те лăпкăлăх вырăн тупайман курăнать. Кил хуçи харкашма юратакансен йышĕнчен. Кăçал çуркуннехи пĕр ăшă кун хут уйăрттармасăр пурăнакан мăшăрĕн тата унăн хĕрĕн сехрине самаях хăпартнă арçын.

Хăйсен ял çыннине тем ĕç тума пулăшнă вăл, çуттине пушатнă хыççăн килне тухса утнă. Ÿсĕр арçынна чăркăшма сăлтавĕ çеç пултăр, шăна та уншăн слон пекех туйăнать пуль. Хайхискер килне кĕрет те унта арăмĕ, арăмĕн хĕрĕ тата аппăшĕ ларнине курать. Килте виç хĕрарăм пулин те апат пĕçерменни, кил-çурта тирпейлеменни ăна тарăхтарса ярать. Хирĕçме пуçлать, усал сăмахсемпе тем те пĕр каласа хăртса пĕтерет. Çакна курса еркĕнĕн аппăшĕ тухса каять. Игнатьев вара çиллине ирĕке ярать. Тĕпелте ларакан пукана ярса илет те унпа хĕрачана пуçĕнчен икĕ хутчен çапать. Пукан саланса каять. Хĕр тăнне çухатса урайне ÿкет. Арăмĕ ачине хÿтĕлеме тăрсан ăна та хĕнесе пĕтерет. Отверткăна хĕрарăмăн чĕри тĕлне тытса вĕлерессипе хăратса кăшкăрать. Ку çырлахтармасть урса кайнă арçынна. Вăл турчăка илсе унпа хĕре темиçе хутчен çапать. Унтан хĕре çÿçĕнчен тытса çĕклесе тăратать те ăна тĕп сакайне ярса алăка пăтасемпе çапса лартать. "Лар çакăнта пĕр эрне", – тет "паттăр".

Çакăн хыççăн арçын кăшт лăпланса çывăрса каять. Хĕр вара тĕп сакайĕнчех çĕр каçать. Эрех аташтарман пулсан, тен, Игнатьев çапла хăтланмастчĕ те-и – пĕлме çук. Халĕ унăн РФ Уголовнăй кодексĕн темиçе статйипе саккун умĕнче явап тытма тивет. Ÿт суранĕ тÿрленет те, чунри суран хăçан та пулин иртет-ши;

М.КАЗАКОВА,

районти милицин следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика