04 декабря 2009 г.
СПИДпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна раштавăн 1-мĕшĕнче 1988 çултанпа паллă тăваççĕ, Чăваш Республикинче – 1993 çултанпа. Палăрăмлă кунăн тĕп тĕллевĕ – ВИЧŸСПИД малалла сарăласран чиртен сыхланассипе тимлĕрех пуласси. Мĕн пур обществăпа кар тăрсан çеç СПИДа çĕнтерме пулать.
Çакăн çинчен тĕп-лĕнрех ăнлантарса парас тĕллевпе сывлăх учрежденийĕнче вăй хуракан Е.Денисовапа пĕрле ялти вулавăшра тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Хальхи вăхăтра эрех-сăрапа, наркотиксемпе çамрăксем ача çулĕсенчех çывăх туслашса ÿсеççĕ. Çавăнпа та ăнлантару ĕçне шкул ачисем хушшинче те йĕркелесе ирттертĕмĕр. Чи малтанах ятарласа шкула кайса килтĕмĕр. Наркотиксем организма еплерех сиен кÿме пултарни çинчен каласа кăтартрăмăр. Çак наркăмăш шăпах СПИД чирĕ патне илсе çитерет те ĕнтĕ.
Елена Ильинична тухтăр çак хăрушă чир çинчен тата унтан еплерех сыхланмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Библиотекарь ачасемпе "Сывлăхран хакли çук" темăпа викторина ирттерчĕ.
Мероприятие "Сывă çамрăк – сывă Раççей" презентаци куравĕпе вĕç-лерĕмĕр.
С.ДМИТРИЕВА,
Кайри Ăнтавăш ял библиотекарĕ.