04 декабря 2009 г.
Канашри педагогика училищи – республикăри чи ватă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри. Çак кунсенче вăл 95 çул тултарчĕ. Ăна 1914 çулта уçнă, вăхăт иртнĕçемĕн ячĕ те улшăнса пынă: семинари, техникум, учительсен институчĕ, училище, колледж. Ĕçĕ вара çавах – педагогика кадрĕсем хатĕрлесси.
Паян çак учреждени – тĕрлĕ специалистсем хатĕрлекен нумай профильлĕ центр. Кунта музыка ертÿçисене, ют çĕршыв чĕлхисене, музыкăна, пуçламăш классене вĕрентекенсене, физруксене, техник-программистсене, компьютер дизайнĕн специалисчĕсене вĕрентсе ха-тĕрлеççĕ. Студентсем çавăн пекех воспитатель квалификацине хăнăхаççĕ, психологипе, сăнарлă искусствăпа, хореографипе хушма пĕлÿ илеççĕ. Коллективра çĕр ытла педагог, вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов ертсе пырать.
Ÿстермесĕрех çапла калама пулать: пирĕн республикăри шкулсенче Канашри педколледжран вĕренсе тухман çын çук та пуль. Нумайăшĕ патшалăхăн паллă деятелĕсем, ăсчахсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, чаплă спортсменсем пулса тăнă. Сăмахран, кунта Чăваш патшалăх академи капеллин дирижерĕ М.Яклашкин профессор, Ю.Кудаков композитор, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, паллă çыравçă А.Кибеч, Светлана Асамат юрăç тата сăвăç, Олимп вăййисенче 400 метра чупса бронза медаль çĕнсе илнĕ А.Игнатьев çăмăл атлет, велокросс енĕпе çĕршыв чемпионĕ пулса тăнă В.Гаврилов, И.Иванов тата ыттисем.
Иртнĕ эрнекун хулари ачасен музыка шкулĕнче çак паллă дата ячĕпе уяв пулчĕ. Концерт залне колледж ветеранĕсем, вĕренсе тухнисем, преподавательсем, студентсем пухăнчĕç. Савăнăçлă мероприятине колледж директорĕ Г.Косолапов уçрĕ. Геннадий Иванович вĕрентÿ учрежденийĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Алексеев педагогсен коллективне колледжăн çуралнă кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре ăнăçусем, тăван республика, Канаш хулипе районĕ чечекленсех пытăр тесе тата тăрăшарах ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Виктор Валерьевич Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнчи Указне вуласа пачĕ, педколледж директорĕн Г.Косолаповăн кăкăрĕ çине "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята пĕлтерекен паллăна çакса ячĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова та концерт залне пынисен кăмăлĕсене ăшă сăмахсемпе çĕклерĕ.
Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассинчи çитĕнÿсемшĕн преподавательсен ушкăнне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, хула администрацийĕн, Директорсен канашĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Педагогика колледжĕнче ĕçлекенсене саламлама колледжран тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, ытти хуласемпе районсенче ĕçлекен ĕçтешĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ăсчахĕсем тата ыттисем килнĕ. Паллах, нумайăшĕ çула пушă алăпа тухман: хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентÿ учрежденине асăнмалăх парнесем пачĕç.
Саламсем хушшинчи тăхтавра колледжра вĕренекенсем концерт номерĕсем кăтартрĕç.
В.АЧЧА.