04 декабря 2009 г.
Мускавра РФ Спорт, туризм тата çамрăксен политикин министерствин коллегийĕн, президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççейре кăçал иртекен Çамрăксен çулталăкĕн кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Ларăва Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи çамрăксен ĕçĕсен органĕсен ертÿçисем хутшăннă. Çав шутра – Чăваш Енрен те. "Шăпах кăçал патшалăхăн стратеги тĕллевĕсемпе килĕшсе тăракан çамрăксен политикин никĕсĕсене йĕркелеме пуçларăмăр. Пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме хавхалантармалли тытăм çирĕпленме тытăнчĕ, ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме майсем çуралчĕç", – палăртнă РФ спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ В.Мутко. Вăл Çамрăксен çулталăкне халалланă 38 пин ытла мероприятире çĕршыври 7 миллион ытла çын хутшăннине асăннă. Хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансен юхăмне аталантарас енĕпе Чăваш Ен Раççейре чи лайăх вунă регион шутĕнче.
Ларура çитес çулăн тĕллевĕсене палăртнă. Чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче – çамрăксен политикин норматив никĕсне лайăхлатасси, кадр потенциалне йĕркелесси, инфратытăма çĕнетесси, ача-пăча тата çамрăксен общество организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне аталантарасси, çамрăксен политикин тытăмне информаципе тивĕçтересси.
Пухăннисем Федерацин "Раççей çамрăкĕсем" тĕллевлĕ программин (2011-2015 çулсем валли) проектне пăхса тухнă, ăна ырланă.
И.НИКОЛАЕВА.