02 декабря 2009 г.
Бенгал çуртисем, фейерверксем, çуртасем – çаксем пурте Çĕнĕ çул уявĕн атрибучĕсем. Вĕсем савăнăç кăна мар, инкек те илсе килме пултараççĕ. Уйрăмах шкулсемпе ача сачĕсенче, сиплев тата ытти учрежденисенче уяв елки ирттернĕ чухне. Уяв хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн хăш-пĕр правилисене кăна пăхăнмалла.
Çĕнĕ çул уявĕсемпе çыхăннă массăллă мероприятийĕсене ирттермелли пÿлĕм çуртăн пĕрремĕш е иккĕмĕш хутĕнче (унтан çÿлте мар) вырнаçмалла, икĕ алăк пулмалла. Пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем алă айĕнче пулмалла. Елкăна пÿлĕм варрине çирĕп никĕс çине вырнаçтармалла. Чăрăшăн тураттисен чÿрече каррисене, хутса ăшăтмалли системăна, хăвăрт тивсе илме пултаракан япаласене лексе тăмалла мар. Елкăна капăрлатнă чухне заводра туса кăларнă электрогирляндăпа кăна усă курмалла.
Уяв костюмĕсене, марльăран, мамăкран тунă теттесене ятарлă шĕвек çинче тытмалла. 1 литр ăшă шывра 150 грамм кальци е апат соди, 50 грамм крахмал ирĕлтермелле, çав шĕвекре костюма 10 минута шÿтерсе лартмалла, типĕтмелле.
Костюмсем тата елка теттисем хатĕрленĕ чухне бертолет тăварĕпе, магнипе тата ытти çунакан материалпа усă курма, пÿлĕмре бенгал çуртисем, фейерверксем çутма юрамасть.
Типĕ тата искусствăлла майпа тунă елкăсем уйрăмах хăрушă, вĕсем хăвăрт тивсе илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне искусствăлла елкăсем çуннă чухне сывлăхшăн сиенлĕ хутăшсем кăлараççĕ.
Çĕнĕ çул уявне килте ирттернĕ чухне çитĕннисен пулмалла, ачасене хăйсене тĕллĕн хăварма юрамасть. Массăллă мероприятире дежурнăйсен, пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсен пулмалла.
Шкулсенче, ача сачĕсенче, сиплев тата ытти учрежденисенче елка ирттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕшĕн вырăнти пуçлăх яваплă.
Ф.СМИРНОВ,
Канаш хулипе районĕн пушар хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ.