АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЬЕСЕМ СПОРТПА ТУСЛĂ

02 декабря 2009 г.

Ача-пăча ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусене курса ÿсет. Аслисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан пепке те лăпкă, ырă çитĕнет. Ÿсерехпе вара ашшĕ е амăшĕ пек пулма тăрăшать, çитĕннисене курса ĕç патне те туртăнать. Килĕшÿллĕ, туслă çемьесем ялсенче сахал мар. Камран тĕслĕх илмеллисем те пур.

Сиккассинчи илемлĕ пултарулăхпа кану центрĕнче ял-йыша усăллă канма, кăмăл-туйăма çĕклеме, хăвăн талантна уçса пама, тавра курăма пуянлатма условисем çителĕклех. Культура çурчĕн ĕçченĕсене хăв шухăшна пĕлтер кăна, вĕсем темле май тупса пулăшма пултараççĕ, мĕншĕн тесен пурте пуян опытлă, ăста.

Аннесен кунне халалласа тата районта иртекен "Сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса клубра "Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье" ăмăрту иртрĕ. Кун пек мероприяти ирттересси ытти ялсенче те тах-çанах йăлана кĕнĕ пулин те, уйрăмлăхĕ кашни çĕртех пур. Ял-йыша, шкул ачисене, ача садне çÿрекенсене спорта явăçтарма çăмăлах мар паян. Çапах та майне тупаççĕ сиккассисем.

Ăмăрту пуçланнине пĕлтерсе Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге çемьесене пуçаруллă пулнăшăн тав турĕ, сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Паян пĕчĕк спорт уявне хутшăнакан çемьесем малашне хăйсен юлташĕсене, çывăх çыннисене те çак ĕçе явăçтарасса, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем ял тăрăхĕнче нумайланасса шаннине палăртрĕ.

"Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье" ăмăртăва тăватă çемье хутшăнчĕ: Абаськинсем, Шпаковсем, Горбуновсем тата Кашкăр-çырмари Александровсем. Аслисем кун евĕр каçсене пĕрре мар хутшăнаççĕ пулин те самаях хумханаççĕ. Ачисем вара, ача садне çÿрекен 5-6 çулти пуканесем, шăл çыртса, пĕтĕм вăя хурса тупăшрĕç. Конкурссем самаях кăткăс пулчĕç. Михĕ ăшне кĕрсе тăрса сикме, урайĕнче йĕлтĕрпе чупма, михĕрен тунă "туннель" ăшне кĕрсе тухма пĕрре те çăмăл мар пек туйăнчĕ мана. Асăрхануллă, тимлĕ пулмасан аманасси те çавăнтах.

Ашшĕсемпе ачисем хăйсен юратнă çыннин – мăшăрĕн тата амăшĕн – сăнарне куç хупса ÿкерчĕç. Кулăшла пулин те, питĕ тăрăшса ĕçлерĕç арçынсем. Мероприятие ертсе пыракан Е.Павлова куракансене шÿтсемпе, А.Мурзуков, ача садне çÿрекенсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Кун евĕрлĕ мероприятисене сиккассисем тахçанах хăнăхнă пулин те, вăл ячĕшĕн иртменни паха. Куракансем те, ăмăртăва хутшăнакансем те çĕнтерессишĕн "чирлерĕç". Командăсем пĕр тан вăй виçрĕç, çапах та Вячеслав, Марина тата Никита Шпаковсем вăйлăрах пулчĕç. Алексей, Наталья тата Карл Горбуновсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Сергей, Алена тата Аня Абаськинсем, Сергей, Татьяна тата Дарья Александровсем – виççĕмĕшсем. Çемьесене пурне те грамота, парне парса хавхалантарчĕç.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика