АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "АЧАСЕН ТАВĔ ЫРАТНИНЧЕН ЭМЕЛ ХЫПТАРНĂН ТУЙĂНАТЬ"

02 декабря 2009 г.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине уявланă кун Шăхасан вăтам шкулне маларах çитрĕм. Вăхăта сая ярас мар тесе кунти пĕр-пĕр учитель çинчен çырма шутларăм. Мана акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н.Федоровăпа тĕл пулса калаçма сĕнчĕç. Унăн вĕренÿ кабинетне çитерсех ячĕç. Часах Надежда Аркадьевнăпа сăмах çăмхине сÿтме пуçларăмăр.

– Шкул çулĕсенче мĕнле предмета юратасси пĕтĕмпех вĕрентекенрен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Тăваттăмĕш класра пире нимĕç чĕлхине вĕрентме пуçларĕç. Алевтина Ивановна пĕрремĕш урокрах кăмăла кайрĕ. Вăл класа кĕни, сывлăх сунни, утни, калаçни, темăна ăнлантарни, доска çине пурăпа çырни, ыйтусем пани, шÿтлеме пĕлни, пирĕнпе сыв пуллашни çав тери килĕшетчĕ. Киле парса янă ĕçе лайăх туса килнишĕн, урока тĕплĕн хатĕрленнишĕн мухтасан вара хĕпĕртенипе вĕçсе кайманни çеçчĕ. Вăт çапла нимĕç чĕлхине чăваш тата вырăс чĕлхисене пекех юратса пăрахрăм. Çакă ÿссен кам пулассине пĕчĕклех палăртса хума пулăшрĕ. Вăтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтертĕм, – аса илчĕ Надежда Аркадьевна.

Алла аттестат илсен Надежда И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют çĕршыв чĕлхисен факультетне вĕренме кĕме хут çырса панă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне кĕнĕ. Пилĕк çултан француз тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекен специалист пулса тăнă. Ăна ĕçлеме пирĕн районти Атнашри сакăр çул вĕренмелли шкула янă. Ачасене нимĕçле вулама, çырма, калаçма вĕрентнĕ. Хăйĕн пурнăçне физика вĕрентекен В.Федоровпа çыхăнтарсан пĕр вăхăт Шăхасанти ача садĕнче воспитальте ĕçлеме тивнĕ. 1992 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкула куçнă.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче акăлчан чĕлхине вĕренес текенсем нумайланса кайрĕç. Тĕрĕсрех каласан çак чĕлхе тĕнче чĕлхи пулса тăчĕ тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Çак "мода" хумĕ чăваш çĕрĕ çине те çитрĕ. Республикăри чылай учитель пекех Н.Федорова та акăлчан чĕлхине алла илес тĕллевпе Вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ курссенче çĕнĕ квалификаци илнĕ. Халĕ Надежда Аркадьевна ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентет. Çак ĕçе вăл юратса тăвать, вĕрентÿ ăслайĕсене çĕнетсех пырать.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Надежда Федоровăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Район тата шкул администрацийĕсен, вĕрентÿ управленийĕн грамотисем те сахал мар.

– Кирек мĕнле педагогшăн та чи пысăк награда вăл – хăй вĕрентекен ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен тавĕ. Чĕререн тухакан, чунтан калакан сăмахсене илтсен сывлăха хĕрхенмесĕр ĕçлени сая каймарĕ иккен тесе шутлатăн та чĕреме ăшă та ырă пулса каять, тата хытăрах тăрăшма вăй-хăват хушăннăн, ыратнинчен эмел хыптарнăн туйăнать, эпĕ çемьене кăна мар, ыттисене те кирлĕ иккен тесе тĕнче илтмелле кăшкăрса ярас килет. Тĕлĕнмелле интереслĕ, мухтавлă вăл вĕрентекен пуласси. Эпĕ – 7 класра ăс пухакан ачасен ертÿçи. Манăн воспитанниксем хушшинче тахçан хама класс ертÿçи тесе шутланă ачасен тĕпренчĕкĕсем те пур. Вĕсене эпĕ тем тесен те ашшĕ-амăшĕсенчен хытăрах юрататăп пулас. Çуллахи каникула кайсан еплерех тунсăхласа çитетĕп, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсене курсан пĕчĕк ача пек савăнса ÿкетĕп. Паллах, хам çапла хĕпĕртенине ачасене кăтартмастăп, тĕрĕсрех каласан, именетĕп, – терĕ Надежда Аркадьевна.

Вулакан, ахăртнех, тавçăрса илчĕ пуль ĕнтĕ: манпа калаçаканăн мăшăрĕ – Шăхасан вăтам шкулĕн директорĕ В.Федоров. Надежда Аркадьевнăпа Владимир Иванович икĕ хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, ăслă. Таньăпа Аня шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, аслă пĕлÿ илнĕ, Пĕри Патăрьел салинче, тепри Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Алеша – Мускаври чукун çул транспорчĕн университечĕн виççĕмĕш курс студенчĕ.

Шăнкăрав янăраса кайрĕ. Кăштахран акăлчан чĕлхин кабинечĕ ачасен хаваслă шавĕпе тулчĕ. Урока килнĕ вĕсем. Надежда Аркадьевна пиллĕкĕшне хăй патне чĕнсе илсе тем ăнлантарма тытăнчĕ. Шăпах çав вăхăтра эсир куракан сăна фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм те ĕнтĕ. Ăшшăн сыв пуллашса хамăн ĕçпе малалла кайрăм.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика