02 декабря 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсене пĕр-пĕрне хисеплени, палăртнă тĕллеве пурнăçлассишĕн малалла ăнтăлни, ĕçри пысăк ăсталăх пĕрлештерсе тăрать. Вĕсене ĕç кабинетĕнче питĕ сайра хутра кăна курма пулать. "Гаишниксем" (пирĕн çинчен халăхра çапла калаççĕ вĕт) çулсем çинчи хăрушсăрлăха асăрхаса тăнисĕр пуçне преступниксене тытса чарассипе те нумай ĕçлеççĕ.
Районти милицин ГИБДД уйрăмĕнче 13 сотрудник тăрăшать. Вĕсенчен пĕри, Руслан Викентьевич Константинов, кăçалхи июнь уйăхĕнче ГИБДД уйрăмĕн çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕн должноçне йышăнчĕ. Руслан шалти ĕçсен органĕсенче 2005 çултанпа, салтакран таврăннăранпа, ĕçлет.
Кăçалхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче 15 сехет те 35 минутсенче Руслан Константинов "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 40-мĕш километрĕнче Патăрьел районĕн çынни тытса пыракан "ВАЗ-2115" çăмăл машинăна чарнă. Водитель хăвăртлăхăн РФ КоАПĕн 12.9 статйин 3-мĕш пайĕпе пăхнă нормине пăснă. Административлă протокол хатĕрленĕ вăхăтра машина хуçи Р.Константинов инспектора 500 тенкĕ укçа сĕннĕ. Çав кунах РФ Уголовнăй кодексĕн 291 статйин 1-мĕш пайĕпе службăра тăракан инспектора взятка сĕннĕшĕн Патăрьел çыннине хирĕç уголовнăй ĕç пуçарнă.
М.ЮНУСОВ,
районти милицин ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.