АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫСĂК ТА ТУСЛĂ ÇЕМЬЕНЕ – ÇĔНĔ ПŸРТ

02 декабря 2009 г.

Хĕрпе каччă пĕрлешсе çемье çавăрнă чухне туйра ашшĕ-амăшĕ вĕсене сак тулли ача-пăчаллă пулăр тесе пил панă. Халĕ те калаççĕ-ха çак сăмахсене, анчах вĕсен пĕлтерĕшĕ 25-30 çул каяллипе танлаштарсан самаях сĕвĕрĕлнĕ. Халĕ çемьере пĕр е икĕ ача çуратса ÿстересси çирĕпленнĕ, виççĕмĕшне, пиллĕк-улттăмĕшне çуратма хăюлăх çитерекенсем сайра. Çак утăма тума шиклентерекен енсем те чылай.

Ялсенче нумай ачаллă çемьесем питĕ сахал паян. Çурт алăкĕнчен пĕрин хыççăн тепри чĕвĕл-чĕвĕл калаçса тухнине курсан интереслĕ пулса каять, çав вăхăтрах тата "эх, пĕр-пĕрин хутне кĕрекен, пулăшакан мĕн чухлĕ тăван пулать" текен шухăш вĕçсе иртет. Йыш пысăк çемьере кахал ача çитĕнмест пулĕ, вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕриншĕн тăрăшаççĕ-ха та, ашшĕ-амăшĕ те кашнине валлиех ĕç тупса парать. Ялта ĕç тупăнсах тăрать.

Пайкилт ял тăрăхĕнчи Ильинсен çемйи çинчен ял-йыш лайăххине кăна калать. Туслă, ĕçчен çемье. Кил хуçи Юрий Васильевич Канаш хулинче Кăнтăр электричество сечĕсенче ĕçлет, мăшăрĕ Валентина Николаевна ачасене воспитани парассине хăй çине илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ултă ачине пĕтĕм чун чĕре ăшшине парса ÿстереççĕ. Аслă ывăлĕ Саша 3-мĕш класра вĕренет, Галина – иккĕмĕшĕнче, Настя, Андрей, Алеша ача садне çÿреççĕ. Кĕçĕнни Владик пĕчĕк-ха, тăхăр уйăхра кăна.

Иртнĕ юнкун Ильинсем тĕлĕнмелле илемлĕ, икĕ хутлă, хăтлă çурт хуçисем пулса тăчĕç. Çав ятпа Çĕнĕ Мами ялĕнче хăйне евĕрлĕ уяв иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Григорьев, районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Л.Васильева, çурта тăвакан "Строитель" подрядлă организаци ертÿçи В.Фарбер Ильинсене çĕнĕ çурт хуçисем пулса тăнă ятпа ăшшăн саламларĕç, çурт уççине, шăпах çак çемье çурт хуçи пулнине çирĕплетекен свидетельство пачĕç.

Йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса çурта малтан телейпе лăпкăлăх хуçалантăр тесе кушак кĕртсе ячĕç, хĕрлĕ хăю касрĕç, Ильинсен çемье уявне килнисем çĕнĕ çурта кĕрсе курчĕç. Ачисем мĕнлерех савăннă тата. Вĕсем хăйсене валли пÿлĕмсем суйласа хунă та ĕнтĕ.

– Çуртра кашни çынна 30 тăваткал метр лаптăк тивет. Пĕтĕм материал çĕнĕ. Çуркунне ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕр лаптăкĕ туянтăмăр та çурт никĕсне ятăмăр. Нумай ачаллă çемьесене валли ятарлă программăпа çурт туса пама йышăну пулнине пĕлтĕмĕр те, чăнах та, питĕ хавхаланса ĕçлерĕмĕр. Виçĕ уйăхра илемлĕ пÿрт туса пĕтертĕмĕр. Веçех лайăх пултăр тесе тăрăшрăмăр. Халĕ çак çемьепе пĕрле хамăр та савăнатпăр, – тет Владимир Федорович Фарбер, "Строитель" ООО директорĕ.

– Кун пек программăпа çуртсем хута кайни пулманччĕ-ха. Эсир районта пĕрремĕшсем пултăр. Çăмăл алăллă пуласса шанатпăр. Нумай ачаллă, ыттисемшĕн тĕслĕх çемье, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен пулассăн туйăнать.

Районта нумай ачаллă, йĕркеллĕ çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программăпа çурт туса парассипе малалла ĕçлетпĕр. Тăлăх икĕ çамрăка хваттерпе тивĕçтертĕмĕр кăçал. 30 ытла çемье тĕрлĕ программăпа пурăнмалли условисене лайăхлатма субсидисем илчĕç. Атте пур, анне пур савăнмалăх, юлташ-тăван – юратмалăх, ăраскалĕ вара хăвăртан килет, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Ильинсен çемйине саламласа ырлăх-сывлăх суннă май. Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Л.Васильева ачасене çемçе теттесем парса савăнтарчĕ.

Çĕнĕ çурт хуçисем хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, пысăк пулăшу кÿнĕшĕн район, республика, ял тăрăхĕн ертÿçисене, строительсене чунтан тав турĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика