АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛЕС ÇУЛХИ БЮДЖЕТ КĂÇАЛХИНЧЕН ПĔЧĔКРЕХ

02 декабря 2009 г.

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче депутатсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Кун йĕркинче 10 ыйту пулчĕ.

Тĕп ыйтупа, районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен, район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков калаçрĕ. Тĕнчери финанспа экономика кризисĕ хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Килес çулхи бюджет кăçалхинчен пĕчĕкрех. Анчах та çакă социаллă пурнăçпа экономикăна аталанма вăйлă чăрмавсем кÿрет тенине пĕлтермест. Пуçаруллă ĕçлени, пур çĕрте те перекетлĕ пулни умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшатех. Кашни цифрăна тĕплĕн тишкерсе палăртнине пухура çак ыйту тавра шав çĕкленменни, хĕрÿ тавлашу сиксе тухманни лайăх кăтартса пачĕ. Бюджета пĕр саслăн пулса йышăнчĕç.

Андрей Николаевич тата виçĕ ыйтупа сăмах илчĕ. Депутатсен Пухăвĕ районăн 2009 çулхи бюджечĕ пирки тунă йышăнăва улшăнусем кĕртрĕ. Çавăн пекех районта налуксем пухассине йĕркелесе тăрассипе çы-хăннă положенинче те улшăнусем пулчĕç. Килес çул валли район территоринче çĕр налукĕн ставкисене, налук тÿлемелли сроксене тата çак енĕпе памалли çăмăллăхсене çирĕплетрĕç. Çак йышăну килес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов районти вырăнти бюджетсене çĕрсене арендăна панипе тупăш мĕнле пырса кĕнине палăртакан коэффициентсене пĕлтерчĕ. Пуху вĕсене çирĕплетрĕ.

Районти предприятисем, организацисем тата учрежденисем тăратнă 2010 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн планĕсене тĕпе хурса палăртнă тĕп кăтартусене çирĕплетрĕç. Йышăну мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслесе тăма экономика, бюджет, финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссине хушса хăварчĕç.

Депутатсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин 2010-2020 çулсенчи аталанăвĕн программине, "Горизонт" муниципаллă унитари пĕрлĕхĕ районта кадастр ĕçĕсене тума хатĕрленĕ тарифсене саккунлă вăя кĕртрĕç.

Районăн куçман тата муниципаллă пурлăхĕ шутланакан объекчĕсене 2010 çулта приватизацилеме список хатĕрленĕ. Пĕрремĕш кварталта – Канашри Чукун çул урамĕн 20-мĕш номерлĕ çуртĕнче 17,2 тăваткăл метр йышăнакан 7-мĕш лаптăка, Шăхасан вăтам шкулĕн пуçламăш классен çуртне. Иккĕмĕш кварталта – Малти Тукайри ача сачĕн çуртне. Виççĕмĕш кварталта – Шăхальти администраци çуртне тата котельнăя. Приватизацин çакăн пек прогнозлă планне (программăна) Пуху сасăласа çирĕплетрĕ.

Районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев "Канаш районĕнче шкул çулне çитмен ачасене вĕрентессине 2007-2010 çулсенче аталантарасси" тĕллевлĕ программăна пурнăçлас енĕпе епле ĕçлесе пыни çинчен отчет турĕ. Шкул çулне çитмен вĕрентÿ системинче – 20 ача сачĕ, пуçламăш шкул-ача сачĕсем 6, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче шкула кайма ха-тĕрленекен ачасен 7 ушкăнĕ. Вĕсенче – 1122 ача. Районти ачасен 67 проценчĕ (369 ача) – шкул çулне çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитанникĕсем. Ача садне ярас текенсен черечĕ ÿссех пырать: паянхи кун тĕлне 135-ĕн. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене вырнаçтарас енĕпе уйрăмах Шăхасанта тата Вырăскас Пикшихре кансĕр. Шкул çумĕнче садиксене çÿременнисене пĕрремĕш класа кайма хатĕрлекен ушкăнсем йĕркелесси вăй илсе пырать. Кăçал çакăн евĕр ушкăн Кăшнаруй шкулĕнче ĕçлеме пуçларĕ.

2007-2009 çулсенче ача сачĕсенче вак-тĕвек юсавсем туса 5 миллион та 617 пин тенкĕ тăкакланă. Ачана садика çÿретнĕшĕн уйăхне 450 тенкĕ тÿлеççĕ. Çакă вăл – кашни ачашăн тăкакланă укçа-тенкĕн 15 проценчĕ. Нумай ачаллă çемьесем çăмăллăх тÿлевĕсемпе усă кураççĕ. Вырăскас Пикшихри, Чакаçри тата Шăхасанти ача сачĕсенче калаçу кăлтăкĕсене пĕтермелли ушкăнсем пур, вĕсемпе 4 логопед ĕçлет. Ача сачĕсенчи штата медицина сестрине кĕртнĕ. Физкультура залĕсем, площадкисем, кĕтесĕсем пур.

Килес çул районти 3 ача садĕнче 3 хушма ушкăн тата Ухманти ача садĕнче 1 логопед ушкăнĕ уçма палăртнă. Çакна валли 1,5 миллион тенкĕ уйăрма планланă.

Пуху отчета çирĕплетрĕ.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл Çĕрпÿре район-хула пуçлăхĕсен Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕ мĕнле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров хутшăннă. Çулталăк вĕçлениччен муниципалитетсенче халăха электрон хатĕрĕпе пулăшу кÿмелли плана туса çитермелле. Президент шухăшĕпе "Электрон правительстви" урлă бюджетпа тухăçлă усă курни Чăваш Ене Раççейĕн пилотлă регионĕсен ушкăнне кĕме шанăç парать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика